Глушица (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Глушица, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Сейма шывĕн юппи.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв çылкуçĕ Вьюновски кӳлĕрен виçĕ çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Юханшывăн пысăк юпписем çук, вĕттĕсемпе пĕчĕккисем кăна. Вĕсенчен чи пысăкки — Юра. Вăл Федяй шурлăхĕ енчен юхса килет.

Глушица кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать.

Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун хĕрринче ялсемпе хуласем çук.