Контент патне куҫ

Гоби

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гоби пушхирĕ Китай çурçĕрĕнче.
Гоби пушхирĕнчи Аслă Китай хӳмин юлашкисем
Гоби пушхирĕ. Такла-Макан пушхирĕ. чикĕсем.

Го́би (монг. Говь, китай 戈壁) — Тĕп Азири (Монголипе Китай территоринче) пушхирсемпе çурпушхирсем вырнаçнă питĕ анлă регион. Кăнтăр-анăçран çурçĕр-тухăçа çити — 1600 км, çурçĕртен кăнтăра çити — 800 км. Лаптăкĕ — 1 300 000 км².

Авалтанах çак вырăна «Шамо пушхирĕ» тенĕ.[1]

Пушхир сарăлса ан кайтăр тĕллевпе КХР правительстви «Симĕс китай хӳми» проекта пурнăçа кĕртсе пырать.

Гоби анăçра Алтайран Тянь-Шане тухăçра Çурçĕр Китай платтине çити выртать; çурçĕр енче Гоби пушхир Монголие çитет, кăнтăрта Наньшаньпе Алтынтаг тăвĕсемпе Хуанхэ шывĕпе чикĕленет. Пушхирлĕ территори лаптăкĕпе Гоби Азири чи пысăкки шутланать.

«Гоби» сăмах монголран «шывсăр вырăн» евĕр куçарăнать. Çак терминпе Тĕп Азире пушхир тата çурпушхир ландшафчĕсене палăртаççĕ.

Гоби шутне темиçе географи регионĕ кĕрет: Алтай лешьен Гоби, Монгол Гоби, Алашань (Алашань Гоби), Гашун Гоби тата Джунгари (Джунгар Гоби).

Алтай лешьен Гоби

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алтай лешьен Гоби — Монголин кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă пушхр, Гоби пушхирĕн сыпăкĕ шутланать. Çурçĕр енчи Монгол Алтайĕпе, кăнтăрти Атас-Богдо тата Цаган-Богдо хушшинче выртать. Чул тăпраллă, вырăнсемпе вĕт чуллă-хăйăрлă.

Ӳсентăрансем: саксаул, эфедра, çăлкуçсем таврашĕнче тростник, тамариск, джид, тĕрлĕ çулçăллă тирек, тĕве йĕплĕ курăкĕ çитĕнет, шурлăхлă тата тăварлă вырăнсенче — солянкя ӳсет.

Аалтай лешьен Гоби çĕрĕнче антилопа джейран, кулан, сайра чух тискер тĕве, тусенче — гоби упи пурăнаççĕ.

Монгол Гоби

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гурвансахан наци паркĕ, Гоби, Монголи.

Монгол Гоби (Шамо) — Гоби йышĕнчи чи пысăк пушхир, Монголире, Пешань ту хысакĕн варринче вырнаçнă, тухăç Джунгарин пайне йышăнать. Кунта ытларах юркăн монгол тата ойрат йăхĕсем пурăнаççĕ.

Пушхир территоринче питĕ сайра гоби эндемикĕсем тĕл пулаççĕ.

АлашаньТĕп Азияри (Китай) пушхир, Гоби шутне кĕрекен пайĕ («Алашань Гоби»). Кăнтăр-анăç енче Наньшань, Хуанхэ шывĕ; çурçĕр енче, монгол-китай чикки районĕнче, Монгол Гобине куçать. Унăн шутĕнче Бадын-Джаран, Холалис, Тэнгэр тата Уланпухо хăйăр массивĕсем кĕреççĕ.

Гашунь Гоби

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гашунь Гоби — Тянь-Шанĕн çурçĕр енчи ту хушăкĕсем тата Хами шăтăкĕпе тата кăнтăр енчи Бэйшань тăвĕ хушшинчи айлăм, Китайри Синьцзянь-Уйгур автономи районĕнче вырнаçнă.

Климат çивĕç континентлĕ; çуллахи температура +40 °C çити хăпарать, хĕлле –32 °C çити анать. Çулталăкра 50 мм çити нӳрĕк ӳкет. Ӳсентăран сайра хутра курăнать; вăхăтăн нӳрĕкленекен юхăм йĕрĕнче — пĕччен тамариск, зайсан саксаул, селитрянка тĕммисем. Чĕрчунсем — джейран, кайăк ашак — кулан-джигетай, кайăк тĕве, чылай кăшлавçăсем тата калта-çĕлен.

Джунгари (монг. Зүүнгар, китай 準噶爾, каз. Жоңғария, جۇڭغار ئويمانلىقى) — Тĕп Азири, Китайăн çурçĕр-анăçĕнчи пушхир, Гоби пушхирĕн пайĕ («Джунгар Гоби»). Çурçĕрпе тухăç енче — Монгол Алтайĕ, кăнтăр енче — Тянь-Шань. Тухăçалла пушхир Монгол Гобине куçать. Лаптăкĕ 777 000 км². Унăн йышне Дзосотын-Элисун, Курбантонгут, Карамалы, Коббе тата кĕреççĕ.

Тахçан пушхир территорине Джунгар ханлăхĕ йышăннă.

Пушхирти климат çивĕч континентлĕ, пушхирĕн лаптăкĕ пысăк пулнипе те, тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ тĕрлĕрен пулнипе те; хĕлле çав тери сивĕ тата питĕ хаяр çилсем вĕреççĕ, çулла вара çаплах питĕ шăрăх, хĕлле температура −55 °C çити анать, çулла — +58 °С çитиех хăпарать. Гобире температура амплитуди 113 градус (Оймяконра — 112,8 градус) шутланать.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Пустыня Гоби. Монгольская Гоби 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.