Исемпек Исмай
Исемпек Исмай | |
Çуралнă чухнехи ят: | Григорьев Измай Михайлович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1945, кăрлач, 5 |
Çуралнă вырăн: | Кĕçĕн Чуллă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи |
Исемпек Исмай (паспортра: Григорьев Измай Михайлович, 1945 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ, Чăваш АССР Красноармейски районĕ, Кĕçĕн Чуллă ялĕ çур.) — чăваш çыравçи.
Чăваш ÇП пайташĕ (1997 ç.)
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1945 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Чуллă ялĕнче çуралнă.
Аслă çар училищинче вĕреннĕ, çар хĕсметĕнче тăрса полковник çар хисепне çитнĕ. Истори ăслăхĕсен кандидачĕ 1996-2001 çç. Чăваш патшалăх университетĕнче ют çĕршыв журналистики кафедрин ертӳçи пулса ĕçленĕ. 2001-2008 çç. – Атăлçи халăхсем хушшинчи гуманитарипе техника институчĕн культурологи кафедрин ертӳçи. «Студенты и абитуриенты» хаçат редакторĕ, «Ялав» журналăн редактор çумĕ, «Чӑваш Ен» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ.
Пултарулах ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Очерксем, калавсем çырать. Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- Салтак хесмечĕ (1994);
- Çар ĕçĕ — мирлĕ професси (1996);
- Ванюк пичче мыскарисем Архивленĕ 7 Раштав уйӑхӗн 2021 çулта. (Рассказы дяди Вани),
- Хура çыхăллă шурă хутаç Архивленĕ 7 Раштав уйӑхӗн 2021 çулта. (Белый мешок с черными завязками),
- Восьмая мина,
- Атте урокӗ (Уроки отца),
- Чунра хӗмленнӗ ҫиҫӗм Архивленĕ 8 Раштав уйӑхӗн 2021 çулта. (Молния, рожденная в душе),
- Чун хуралçи» (Совесть)
- На службе солдатской Архивленĕ 8 Раштав уйӑхӗн 2021 çулта. тата ыт. те
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Данилов, В. Мухтанатӑп ентешӗмпе / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2015. – 10 нарӑс. – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Григорьев (Измай Изембек) Измаил Михайлович // Энциклопедия Красноармейского района. – Чебоксары, 2018. – С. 132.
- Григорьев Измаил Михайлович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 102.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чӑваш Ен литература катти(ĕçлемен каçă)
- 60 лет со дня рождения Измая Изембека (Измаила Михайловича Григорьева) Архивленĕ 6 Ҫурла уйӑхӗн 2020 çулта. (1945), полковника запаса, кандидата исторических наук, доцента, писателя
- Поэты - кадровые военные