Контент патне куҫ

Гризайль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Герард Давидăн гризайль меслетĕнчи ĕçĕ

Гризайль (фр. grisaille gris — сăрă) — сăрă-ÿнер тĕсĕ, пĕр, ытларах сепи е сăрă тĕспе тĕрлĕ вăйпа пусса, сăррине çăра е шĕвĕ туса барельеф е урăх çурт-йĕрпе кÿлепе ÿнерĕнче сăнарланин меслечĕ. Гризайль мелĕнче япалан ÿкерчĕкĕнче сăрă пусăмĕн вăйĕ çех паха, мĕнле тĕспе ăсталани ниме те пĕлтерместь.

Тĕслĕ сăрă ÿнерĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гризайль мелĕ Вăтам ĕмĕрсенче станук сăрă ÿнерĕнче анлă сарăлнă пулнă. Маттиас Грюневальдпа Альбрехт Дюрер пуян франкфурт усламçи Якоб Геллер валли хайланă Геллер Алтарĕ. Грюневальд тулаш ĕнчи хупăсене, сăваплисенĕ чăн кÿлепе евĕрлĕ сăрăпа ÿкерсе илемлетнĕ.

Гризайль мелĕн тепĕр паллă тĕслĕхĕ Берлинри Патшалăх музеейĕн пуххинчи Рембрандтăн «Иоанн Хатĕрлевçĕ Калани» (1634-1635) пулать. Çавăн пек рельефлă унер меслетĕнче час-часах гризайльпе усă курнă.

Пабло Пикассо та «Герника» ĕçĕнче гризайль меслечĕпе усă курнă.

Çурт-йĕр ÿнерĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Суя барельеф меслечĕпе барокко тапхăрĕнче анлăн усă курнă. Тĕслĕхрен, Эрмитажăн маччисемпе хăшпĕр пÿлĕмĕсен (Иордан Пусми) стенисем çинче ку мелĕпе суя атриумовсем, суя çавра маччасем çинчи суя кÿлепесене тата суя стенасене чултан касса капăрлатнă евĕр хайланă.

  • Изаксон А. Гризайль // Художник. 1962, № 7. С.61-62.