Даная

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Даная (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Даная тата ылтӑн ҫумӑр авалхи грек вази ҫинче, пирӗн эрӑччен 450—425 ҫ.

Даная - авалхи грексен халаплӑхӗ тӑрӑх, Аргос патшин Акрисийӗн тата Евридикан (е Аганиппан) хӗрӗ, Персейӑн амӑшӗ. Пӗрремӗш хут ӑна «Илиада»-ра (XIV 319) асӑннӑ.

Грексен халаплӑхе тӑрӑх, Аргос патши Акрисий, оракултан хӑйне Даная ятлӑ хӗрӗн ывӑлӗн аллинчен вилмелле пулнине пӗлсен, хӗрне тӗттӗм кӗлете питӗрсе илме хушать. Зевс турӑ, Данаяна курсан, хӗрӗн илемлӗхне парӑнса унӑн патне маччари шӑтӑк витӗр ылтӑн ҫумӑр пулса кӗрет. Унран Даная Персея ҫуратать, вара Акрисий патша хушнипе амӑшӗпе ывӑлне ещӗке хупса тинӗсе яраҫҫӗ.

Чылай ӳнер хайлавӗсенче — Тицианпа Рембрандтӑн, Корреджпа Тинтореттон, Густав Климтпа ыттисен ӗҫӗсенче Даная пӗлтерӗшлӗ сӑнар пулса тӑрать.

Ӳнер хайлавӗсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Karl Kilinski. Danaë // Greek Myth and Western Art: The Presence of the Past. — Cambridge University Press, 2013. — P. 163-172. — 281 p. — ISBN 978-1-107-01332-2.
  • Eric Jan Sluijter. Emulating Sensual Beauty: Representations of Danaë from Gossaert to Rembrandt // Simiolus: Netherlands Quarterly for the History of Art. — 1999. — Т. 27, № 1/2. — С. 4-45.
  • «История трех картин „Даная“ Корреджо, Тициана и Рембрандта», Михаил Борисович Пиотровский, фильм «Мой Эрмитаж», 8-я серия

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]