Филимонов Даниил Филимонович
Даниил Филимонов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Филимонов Даниил Филимонович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1855, раштав, 10 |
Çуралнă вырăн: | Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1938, çу, 11 |
Вилнĕ вырăн: | Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Чăваш АССР |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, тăлмач |
Жанр: | чиркӳ кĕнеки, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Даниил Филимонович Филимонов (1855, раштав, 10, Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) — 1938, çу, 11, Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Çĕрпӳ районĕ Чăваш АССР) — чиркӳ ĕçлевçи, çыравçă, тăлмач[1].
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Даниил Филимонов 1855 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпернинче Çĕрпӳ уесне (Халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) кĕрекен Чиркӳллĕ Ямаш ялĕнче çуралнă. 1867–1871 çулсенче Чурачăкри земство шкулĕнче, унтан Хапăс (Вăрнар районĕ) шкулĕсенче М. Дмитриев патĕнче вĕренет. Хăйĕн вĕрентӳçи сĕннипе 1872 çулта Хусанти учительсен семинарине ăс пухма кĕрет. 1875 çултанпа И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Унта тĕрлĕ предметсем (арифметика, историпе географи тата музыка) вĕрентнĕ, администратор ĕçĕсене те туса пынă.
1882 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Даниила сăваплăх санне парса Кавал чиркĕвне (Чăваш Республикин Вăрмар районĕ) ĕçлеме яраççĕ. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мăнçырма прихучĕн чиркĕвне куçараççĕ. Унта 12 çула яхăн ĕçленĕ.
1899 çулхи юпа уйăхĕнче Самар епархине тухса каять. 1914 çулта ăна протоиерей санне параççĕ. 1924 çулхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Синод Филимонова Шупашкар епископĕ тата Чăваш епархин викарийĕ ĕçĕ вырăнне лартнă. 1929 çулта архиепископ санне тивĕçет.
Д. Ф. Филимонов 1938 çулхи çăвăн 11-мĕшĕнче тăван ялĕнче çĕре кĕнĕ.
Паллăрах ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Букварь,
- "Чăн тĕн кĕнеки", Матфей, Марк тата Лука çырнă Евангелие куçаракансен ушкăнĕнче вăй хунă,
- Иоанн çырнă Евангелие пĕчченех куçарнă.
- 1893 çулта "Н.И. Ильминский çинчен" ятлă кĕнеке кăларнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александров Г. А. Чувашские интеллигенты. Биографии и судьбы. Чебоксары, 2002, 216 с.
- Магарина Р. Н. «Надо спешить жить…» (из писем Ф.Д. Филимонова к отцу)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- СССР çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- 1855 çулта çуралнисем
- Раштавăн 10-мĕшĕнче çуралнисем
- 1938 çулта вилнисем
- Çăвăн 11-мĕшĕнче вилнисем
- Н.И.Ильминскийĕн педагогика системи
- Чăвашран тухнă епископсем