Дансем
Дансем — авалхи германсен хальхи Швеци Норвеги тата Дани территорине йышăнса пурăннă йăхĕ.
Викингсен тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Викингсен тапхăрĕнче дансем Ютландипе Зеландие, çаплах хальхи Швецин кăнтăр пайне йышăнса илнĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче дансен королĕсем Данипе Англие пĕрлештерсе 20 çула яхăн хуçаланнă.
XI—XIII ĕмĕрсенче Европăра Европе Скандинавирен тухнисене пурне те дансем тенĕ. Çапла, XI ĕмĕрти паллă герман хронисчĕ Мерзебург Титмарĕ Киев Руçĕнче пурăнакансене дансем тенĕ[1].
Данелаг
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Данелаг (дан правин облаçĕ; ав.-акăлч. Dena lagu; дан. Danelagen; акăл. Danelaw) — Англин IX ĕмĕрте дани викингĕсем çĕнсе илнĕ çĕрĕсенче юлнă уйрăмла право тата социаллă системисене хăварнă çурçĕр-тухăç пайĕнчи территорийĕ. Анкăлсакс тапхăрĕнчи королĕсем X ĕмĕрте Данелагра влаç илсен скандинав правипе йăлисене хăварнă, çаплах нумайăшĕ пĕрлехи анкăл практикине куçнă. Çурçĕр-тухăç Англири юридици системин специфики нормансем çĕнсе илсен те ĕçленĕ, вăтам ĕмĕрлĕхре те тăсăлнă.
Дан эткерлӗхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи акăлчан чĕлхине 600 яхăн сăмах Скандинавирен кĕнĕ, çав шутра нумайлă хисепри виҫҫӗмӗш сӑпатлӑ пайăр ылмашĕсем (акăл. they, them, their, ав.-акăлч. hie, him, hira) уйрăмрах; çаплах çак терминсем, law (саккун, право), husband (упăшка), window (чӳрече), ill (чирлĕ), happy (телейлĕ). Çаплах çак мăшăрсене танлаштарăр: skirt 'юбка' (скандинави) тата shirt 'кĕпе' (анкăл)[2].
Малтанхи Данелаг территоринче викингсен мăнаçлăх тапхăрĕнче Англин çак пайĕнчи археологи палăкĕсем чылай, вĕсенчен чи паллисем ĕлĕкхи Йорк — X ĕмĕрти скандинавсен короллĕхĕн тĕп хули, тата Ингольдсбири вилтăприсем.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ T. D. Kendrick A History of the Vikings. — Dover Publications, 2004. — 464 p. — ISBN ISBN 978-0486433967
- ^ Энциклопедия «Исчезнувшие цивилизации». Викинги: Набеги с Севера, 1996 — с. 107
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мортон, А. Л. История Англии. — Л., 1950
- Мюссе, Л. Варварские нашествия на Европу: Вторая волна. — СПб, 2001
- Савело, К. Ф. Раннефеодальная Англия. — Л., 1977
- Шор Т. У. Глава VIII. Даны и другие туземные иммигранты с побережья Балтики // Происхождение англосаксонской расы. — Лондон: 1906.
- Hadley, D. M. The Northern Danelaw: Its Social Structure. Leicester, 2000
- Stenton, F. Anglo-Saxon England. Oxford, 1973
- T.D.Kendrick A History of the Vikings. — Dover Publications, 2004. — 464 p. — ISBN 978-0486433967
- Энциклопедия «Исчезнувшие цивилизации». Викинги: Набеги с Севера / (пер. с англ. Л. Флорентьева). — Москва: Терра, 1996. — P. 107. — 168 p. — ISBN 5-300-00824-3
Ку тĕнче халăхĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |