Душ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Душ (фр. douche, итал. doccia — шыв пăрăхĕ) — этеме шыв процедурине тума кирлĕ хĕлĕхлĕ е пăслă шыва тĕрлĕ температурăпа та, тĕрлĕ пусăмпа та пĕрхĕтекен сантехникăри хатĕрлĕх комплексӗ.

Пӗрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Урамри душ.

Этем çакнашкал çăвăнни кĕлеткене сиплев, профилактика тата гигиена енчен питĕ кирлĕ процесс шутланать. Душа яланах тенĕ пекех душ кабининче е пӳлĕмĕнче кĕреççĕ.

Душа кĕмелли хатĕрлĕх шутĕнче шланг, шыва хутӑштаракан тата душ кабини е ваннă пулать. Шыва хутăштараканĕ çинче кран тата шыв çулне куçаракан хатĕрсем пур. Çаплах хӳм çине çакмашкăн çекĕле те сутаççĕ.

Дачăра тимӗр пичкере е урăх савăтра хӗвелпе ӑшӑтса çăвăнмашкăн мел те пур. Çамăл кабинкăна пуçтарса шланг витĕр шыва юхтараççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи душ кабинисем авалхи Ĕнчĕри, Икĕпатри тата Мессопотамири çăвăнмалли ансат пӳлĕмсенчен пулса тухаççĕ. Ун чухне кĕлетке çине шыва тăрăх ярса çăвăннă, е хӳме лешьенче тăракан тарçăна кĕлетке тăрăх шыва яртарнă.

Шыва çӳлтен юхтарса çăвăнмалли меслете авалхи грексем шутласа кăларнă. Çакна п. эрч. IV ĕмĕртенпе упранса юлнă вазăсем çинчи ӳкерчĕксем кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрин çинче тăватă çамрăк хĕрарăм çăвăнакан икĕ душ пӳлĕмне кăтартнă. Пăрăх тăрăх килекен шыв вĕсем çине арăслан тата хир сысни пуçĕсем евĕр чĕнтĕрленĕ шăтăкран юхса тухать.

П. эрч. II ĕмĕрти душ комплексĕн ишĕлчĕксене Пергам хулинче (халĕ Турци территорийĕ) гимнасие чавса тупнă. Кунта душ хатĕрĕсене çичĕ шайра вырнаçтарнă. Шыва магистраль системинчен пăрăхсем тăрăх чăпăл кĕмелли пӳлĕмсене çитернĕ, кайран усă курнă хыççăн мăшкăлтăк системине кайнă[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Джеймс П., Торп Н. Древние изобретения. — Мн. — 1997. — Стр. 566 — ISBN 985-438-139-0.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]