Евграфов Николай Иванович
Николай Евграфов | |
Автопортрет. 1937. | |
Çуралнă чухнехи ят: | Николай Иванович Евграфов |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург е Чулхула, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1942 |
Вилнĕ вырăн: | вăрçă хирĕнче |
Жанр: | Сăрлавӳнер, график, театрти ӳкерçĕ |
Вĕренӳ: | Чулхулари ӳнер вĕрентешĕ, Петроградри ӳнер-педагогика техникумĕ |
Николай Иванович Евграфов () — совет чĕрçыравçи, график, театрти ӳкерçĕ, П. Н. Филонов патĕңче вĕреннĕскер.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕрлĕрен хыпарпа, Санкт-Петербургра е Чулхулара çуралнă. 1921—1923 çулсенче Чулхулари ӳнер техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. 1923 — 1927 çулсенче Петроградри ӳнер-педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Хăшпĕр çăлкуçсенче каланипе, 1920 çулăн вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Пролетарисен сӳретлĕ ӳнер институтĕнче ăсталăхне ӳстернĕ.
1924 çулта Патшалăхăн ӳнер культурин институтĕнче формаллĕ теори уйрăмĕнче практикăра пулнă, К. С. Малевич «сăрлавӳнерти хушма элемент теорийĕ» облаçĕнчи шутласа кăларнине тĕпченĕ [1].
1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçине хутшăннă.
1941 çулта Ленинград патĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче пуçне хунă[1][2].
Арăмĕ — А. Е. Мордвинова[3].
Галерея
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Виççĕмĕшĕ ытлашши. 1920-мĕшсем
-
Трактăр хăтлавра. 1930
-
Карнавал. Ӳкерчĕк эскизĕ. 1940-1941
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Николай Иванович Евграфов. Государственный музей истории Санкт-Петербурга. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2016.
- ^ Кругом возможно Хармс : каталог выставки / [авт.-сост. : Е. В. Баснер и др.]. — Санкт-Петербург : [ГМИ СПб], 2005. — 31, [1] с. : ил., цв. ил.; 30 см. ISBN 5-902671-25-6
- ^ Ленинградские художницы. - События - Русский музей.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Википеди:Ӳкерçĕсем пирки Викиампарти капăрлатман статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ӳкерçĕсем, алфавитпа
- Википедия:Шаблон «Внешние ссылки» пуст
- ССРП ӳкерçисем
- ССРП графикĕсем
- ССРП театрти ӳкерçĕсем
- Вырăс авангарчĕн ӳкерçисем
- Вырăс авангарчĕн графикĕсем
- Вырăс авангарчĕн театрти ӳкерçĕсем