Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем

«Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем» — лозунг[4], Европа континентĕнчи пĕтĕм çĕршыва патшалăх çийĕнчи пĕрлештерĕвĕ йĕркелес проект тата гипотезăри идея. Çак шухăш нумай ĕмĕр тăршшипе тĕрлĕрен формăсенче: монархсен, дворянсемпе аристократсен тата панъевропейсен ĕмĕчĕсенчен марксистсен, социалистсен тата, юлашкинчен, демократсен «Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсене», Анăç Европăри халăхсен федерацийĕ евĕрлĕх идейи патне çити ялкăшнă[5].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанах асăннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XIX ĕмĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XX ĕмĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Малашне çак идея социал-демократсем хушшинче сарăлнă. Республика статусĕнчи Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсене тăвас лозунг, пĕрлешӳсемпе вăрçă блокĕсене хирĕçлĕскер, 1915 çулхи нарăс-пуш уйăхĕсенче Берн хулинче иртнĕ РСДРП конференцинче дискусси пулнă.
«Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсене» тăвассишĕн Вильгельм II император питĕ тăрăшнă. Вальтер Ратенау хăйĕн кун кĕнекинче çапла палăртнă: «Кайзер планĕ: унăн шучĕпе Америкăна хирĕç Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсен идейине турккăсемпе акăлчансем пĕр пулса йышăнса пулăшĕç. Пиллĕк патшалăх, çав шутра Франци, темĕн тума пултарĕç. Темĕнле хӳтĕленӳ-тапăну пĕрлешĕвĕ». Малалла Вильгельм II пĕрлехи Европа валли мăнаçлă идея никĕсĕнчен Виççĕллĕ пĕрлешӳ — Германи, Франци тата Аслă Британи — шухăша палăртать. Çак план пирки вăл Австри ютçĕр ĕçĕсен министрĕпе Берхтольд графпа калаçать. 1914 çулхи çурлан 4-мĕшĕ хыççăн та çак Европăна пĕрлештерес идея кайзер пуçенче сӳрĕлмен[6].
Большевиксен ертӳçи Владимир Ленин çак идейăна скепсиспе йышăнать. Вăл тата унăн партийĕ капитализм рельсĕпе пыракан çĕршывсем лăпкăн пĕрлешĕнес пирки шухăшлнине РСДРП ТК «Социал-демократ» хаçатĕнче 1914 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнчи номерĕнче «Война и Российская социал-демократия» политикăри манифестĕнче тăрă шыв çине кăларать. Статьяра çырнипе, герман, австри тата раççей монархĕсене пĕтериччен «Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем» лозунг суя та ним шухăшсăр пулать. Çав хаçатрах, 1915 çулхи çурлан 23-мĕшĕнчи номерĕнче «Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсен лозунгĕ пирки» статьяра, Ленин тӳррĕн калать: Европăра капитализм чухне çакăн пек йĕркеленӳ пулаймасть, е — реакцилле пулать[7][8].
Лев Троцкий выступил с заявлением, что «вăрçă вĕçленсен эпĕ Европăна дипломатсем мар, пролетариат туса хунă — Европăри Федерациллĕ республика пек куратăп, Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем — çакна тумалла. Экономикăри эволюцие пула нацисем хушшинчи чикĕсене пăрахăçмалла пулать. Ахăртнех Европа наци ушкăнĕсене пайланса юлсан, империализм каллех хăйĕн ĕçне тытăнĕ. Европăри Федерациллĕ республика çеç тĕнчене лăпкăлăх парĕ»[9][10].
XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче прогрессивлă пĕрлĕх чехословак философĕ, политикăри ĕçченĕ, малашне пĕрремĕш Чехословаки президенчĕ — Томаш Гарриг Масарик каланине тимленĕ. Вăл ĕнтĕ çав тапхăрта Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсене тăвас тĕп кĕрешӳçĕ шутланнă.
1920-мĕш ĕмĕрсен вĕçĕнчех Бернард Шоу хăйĕн «Таймс» хаçата панă интервьюре Масарика пулаяс ЕПШ президенчĕ пулмашкăн кандидат тесе кăтартнă[11].
XXI ĕмĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Виктор Гюго — Речи на конгрессе мира в Париже 1849. antimilitary.narod.ru. çăлкуçран архивланă 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2017.
- ^ Смолина А.В. От национальных государств к единой Европе: проблемы европейской интеграции в XIX-XXI вв. — Научное издание. — М.: РХГА, 2016. — ISBN 978-5-88812-792-6
- ^ Ферхофштадт Г. Сполучені Штати Європи. Маніфест для нової Європи. — Киев: «К. І. С.», 2007. — ISBN 966-7048-72-1
- ^ В. И. Ленин, «Европăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем лозунгĕ пирки», Хайланисен тулли пухăмĕ. — 5-мĕш кăл. — {{{1}}} м: Политиздат, 1969.
- ^ Віднянський С.В., Мартинов А.Ю. Об'єднана європа: від мрії до реальності. Історичні нариси про батьків-засновників Європейського Союзу. — Киев: НАН Украïни/Iнститут iсторïi Украïни, 2009. — ISBN 978-966-02-5494-7
- ^ Макдоно Д. Последний кайзер. Вильгельм Неистовый / Пер. А. Филитова. — Историческая библиотека. — М.: АСТ, 2004. — ISBN 5-17-023641-7
- ^ Ленин В. И. Полное собрание сочинений. Т. 27. Август 1915 — июнь 1916. — Litres, 2017. — ISBN 9785040076635
- ^ Александренко Г. В. Марксизм-ленінізм про державну федерацію. — Київ: Видавництво АН УРСР, 1960. — С. 73-74, 76.
- ^ Ленинская теория империализма и современная глобализация. Кн. II. — Litres, 2017. — ISBN 9785040229796
- ^ Сполучені Штати Європи: чому сучасні лідери ЄС керуються заповітами Троцького. // Nationalcorps.org. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
- ^ Підлуцький Олекса Постаті XX століття. — Киев: Дух і літера, 2007. — ISBN 966-7888-91-6
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- акăлчанла
- Cameron F. The Future of Europe: Integration and Enlargement. — Psychology Press, 2004. — ISBN 9780415324847
- Smit B. The Heineken Story: The remarkably refreshing tale of the beer that conquered the world. — Profile Books, 2014. — ISBN 9781782831136
- Temporal P. Branding for the Public Sector: Creating, Building and Managing Brands People Will Value. — John Wiley & Sons, 2014. — ISBN 9781118756256
- вырăсла
- Бабкина Е., Михалева Т., Родич М., Шишкарева Т., Лойша Д. Европейское право. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785040143092
- Бакунин М. Речи на конгрессах Лиги Мира и Свободы. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785457138018
- Барышникова П. С., Цай К.А. Россия и Совет Европы: история, современность и перспективы взаимодействия правовых систем. — Москва: Проспект, 2016. — ISBN 9785392206766
- Владимир Ленин (Ульянов) Полное собрание сочинений. Том 27. Август 1915 – июнь 1916. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785040076635
- Душенко К. Всемирная история в изречениях и цитатах. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785457191341
- Коллектив авторов Ленинская теория империализма и современная глобализация. Книга II. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785040229796
- Макдоно Д. Последний кайзер. Вильгельм Неистовый / Филитов А.. — Москва: АСТ, 2004. — ISBN 5-17-023641-7
- Платонов О. Война с внутренним врагом. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785457954359
- Смолина А.В. От национальных государств к единой Европе: проблемы европейской интеграции в XIX-XXI вв. — Москва: РХГА, 2016. — ISBN 978-5-88812-792-6
- Хаггер Н. Синдикат. История мирового правительства. — Москва: Litres, 2017. — ISBN 9785040060610
- Чубарьян А. Российский европеизм. — Москва: Олма-Пресс, 2006. — ISBN 5-224-05369-8
Тĕнчери ирредентлĕ юхăмсем |
|
---|---|
Африка | |
Америка | |
Ази |
|
Европа |
|
Океани |