Егоров Петр Егорович
Егоров Пётр Егорович | |
Егоров Пётр Егорович | |
Çуралнă чухнехи ят | Егоров Пётр Егорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1731 |
Çуралнă вырăн | Кăрмăш уесĕ, е Етĕрне уесĕ |
Вилнĕ вăхăт | çу, 12, 1789 |
Вилнĕ вырăн | Санкт-Петербург |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Арăмӗ | Анна Филипповна (1746-?) |
Ачисем | Алексей, Петр, Иван (ывăлсем) тата Прасковья (хĕр) |
Медиафайлы на Викиампар |
Пётр Его́рович Его́ров (1731, Кăрмăш (е Етĕрне) уесĕ, Чулхула кĕперни — çу, 12, 1789, Санкт-Петербург) — раççей архитекторĕ, петербургри Çуллахи пахча картин авторĕсенчен пĕри. Чăвашран тухнăскер.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1731 çулта Етĕрне уесĕнче çуралнă.
Ачаллах вăл Дадиани килне лекнĕ. Егор Дадиани — вырăс хĕсметĕнче тăракан грузин кнеçĕ. Хăй патĕнчи чăваш ачине вăл тĕне кĕртнĕ. Пĕрремĕш Петĕр патшана хисеплесе çав ачана Петĕр ячĕпе хунă. Хăйĕн ячĕпе хушаматне çырнă. Çапла чăваш ачи Петр Егорович Егоров пулса тăрать. Çак маттур чăваш ачи ăслă та пултаруллă иккенне курса, ăна 1755 çулта Петербургри Хуралтсен кĕнцелерĕ çумĕнчи архитектура шкулне вĕренме панă.
Çак шкулта вĕренсе тухсан Петр Егорович архитектор пулса тăнă. Петербургри чылай чи чаплă çуртсемпе керменсем унăн ячĕпе çыхăннă. Вĕсен шутне Мрамор Керменне, Раштав чиркĕвне, Хĕллехи Кермене, Смольнăй мăнастăре кĕртмелле. Пярну хулинче питĕ чаплă Успени чиркĕвне те вăл тунă.
Çапах та П.Е. Егоровăн чи пысăк та чи чаплă ĕçĕ Петербургри Çуллахи сад карти. Çак хӳмене куракансем ăна тĕнчери чи чаплă саккăрмĕш япала тесе хакланă.
1789 çулта çĕре кĕнĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аноним. Петр Егорович Егоров чăваш XVII ĕмĕрти талантлă архитектор. // Чăваш календарĕ, 1959. — С.58-59.
- Салмин А.К. Архитектор Петр Егоров: «Родом я чуваш» //Русский Север. Вып. 1: Идентичности, память, биографический текст. К 95-летию К.В. Чистова. – СПб.: МАЭ РАН, 2017: 55-66.
- Микушкин, Георгий. Вунсаккăрмĕш ĕмĕрти паллă архитектор. // Тăван Атăл, 1978, 1№. — с.61-68.
- Марголис А. Д. 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20161114082930/http://encspb.ru/object/2805400803 архивланӑ. Егоров Петр Егорович] // Энциклопедия Санкт-Петербурга
- Основные даты жизни и творчества П. Е. Егорова — фрагмент книги: Кузнецова Э. Ф. Архитектор Петр Егоров. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2003. — 222 с., ил. — (Замечательные люди Чувашии). Виççĕмĕш кăларăм, 1964-мĕш çултах пĕрремĕш хут, ун чух ашшĕпе, Ф.Д.Кузнецовпа, çумавторсем пулса, пичетленнĕскер.Р. Д. Люлина ĕçĕсен никĕсĕ çинче архив материалĕсене суйласа тишкернĕ , хăшпĕр атрибуцисене каярахпа ытти тĕпчевçĕсем çирĕплетмен.
- Ухналев А. Е. Невская ограда Летнего сада. Очерк истории строительства. СПб.: Левша, 2006. ISBN 5-93356-043-X
- Коренцвит В. А. Автор невской ограды Иван Фок? 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. // АРДИС, № 3(31) 2006
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Изображение в статье дублирует изображение в карточке
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных отличаются
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Архитекторсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Раççей архитекторĕсем
- Чăвашран тухнă архитекторсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем