Кăрмăш уесĕ
Курӑнакан калӑплав
Курмаш уесĕ
|
Кăрмăш уесĕ — Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи администраципе территори пайĕ, 1780—1921 çулсенче пулнă. Уес хули - Кăрмăш.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уес Чĕмпĕр кĕпĕрнин çурçĕр тăрăхĕнче вырнаçнă. Хĕвеланăç енче Чулхула, хĕвелтухăç енче Хусан кĕпĕрнисемпе чикĕленнĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уеса 1780 çулхи авăн уйăхĕнче II Кĕтерне патша реформипе килĕшӳллĕн туса хунă, 1796 çултан пуçласа Чĕмпĕр кĕпернине кĕрет.
1921 çулта Кăрмăш уесне пĕтерсе хураççĕ, чăваш ялĕсене Чăваш автономи облаçне кĕртеççĕ.
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1897 çулхи халăха çырнипе уесре 161 пин çын пурăннă: вырăссем — 52,5%, чăвашсем - 25,9%, тутарсем - 15,0%, ирçесем - 6,4%.
Вулăссем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1913 çулта уесре 16 вулăс пулнă, вăл шутра виçĕ вулăса чăваш ялĕсене пĕрлештернĕ: Атикасси, Улхаш, Кăрмăш.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Курмыш // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Чĕмпĕр кĕпĕрнин уесĕсем |
||
---|---|---|