Ефименко Пётр Петрович
Ефименко Пётр Петрович, — палеолит специалисчĕ, совет археологĕ. 1884 çулхи ӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Харьков хулинче çуралнă. 1969 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ленинградра вилнĕ.
1945 çултанпа Украина ССРĕн Ăслăлăхăн академиĕн академикĕ. Ленин орденне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ашшĕпе амăшĕ Ефименко Пётр Савичпа Ефименко А. Я. пулнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1900-1902 çулсенче Оскол тата Донец юханшывĕсем хĕрринче археологи ĕçĕсене туса пынă. 1909 çулта Мезин стоянкине тĕпченĕ. 1923-1936 çулсенче Дон тăрăхĕнчи археологи экспедицине ертсе пынă. Вăл экспедици çав юханшыв хĕрринчи палеолит вăхăтĕнчи нумай стоянкăна шыраса тупса палăртнă.
Пётр Петрович стоянкăсене тĕпчемелли çĕнĕ меслет те шутласа кăларнă. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле СССР Европа пайĕнчи палеолит стоянкисене вăхăтпа йĕркелесе тухнă.
Пётр Ефименко çавăн пекех Çĕнĕ Пăва улăп тăприсене чавса пăхнă.
Çырнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Материалы по этнографии» кĕнекери «Рязанские могильники», 3-мĕш т., в. 1, Л., 1926;
- «Древнерусские поселения на Дону», Мускав — Ленинград, 1948 (Третьяков Пётр Николаевичпа пĕрле);
- Кёстенки I, Мускав. - Ленинград, 1958.