Контент патне куҫ

Çĕнĕ Пăва улăп тăприсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕнĕ Пăва улăп тăприсем, — пирĕн эрăчченхи 2-мĕш пинçуллăхăн 3-мĕш чĕрĕк датипе палăртнă срубнăй культура (Пура культури) палăкĕ. Пăва шывĕн сылтăм çыранĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕн варринче вырнаçнă. Икĕ тĕмескине П.П. Ефименкопа П.Н. Третьяков чавнă. Пĕрремĕш тĕми 18-20 метр сарлакăш, 1,5 метр çӳллĕш пулнă. Тăпра айĕнче 13 масар шыраса тупнă. Ăшăхрах тата вăтам шăтăксенче сулахай аякки çине вырттарнă, урине хуçлатнă шăмшаксем вырнаçнă. Пысăкраххисенче шăмшак капламĕсем тупăннă. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, çавсем çемçе ӳт çĕрсе кайнă хыççăн вилесене каснă йывăç çинче е хăйне евĕр ятарлă пура айĕнче пытарнă пирки купаланнă тесе шутлаççĕ. Вилепе пĕрле тĕрлĕ банка йышши тата хысаклă ĕренкеллĕ савăт-сапа пытарнă. Çавăнтах 1,5 хут авса çавăрнă ылтăнпа çинçен витнĕ пăхăр хăлха çакки тата пăхăр йĕп тупнă. В.Ф. Каховский тĕпченĕ виççĕмĕш тĕме 20 м сарлакăш, 1,2 м çӳллĕш пулнă. Масар шăтăкĕнче (6,2х5,5 м, 1,45 м тарăнăш) йывăç юпасемпе сыпăсенчен туса лартнă конструкци пулнă. Шăтăк тĕпĕнче такан юлашкийĕсем выртнă. Юпа формиллĕ хуралтă та пулнă. Вилене авалхи йăлапа пайласа пытарнă. Масарта чăм кӳлепиллĕ, алăпа йăваланă савăт та тупăннă.