Ефремов Георгий Осипович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Ефремов Георгий Осипович, — прозаик. 1912 çулхи çу уйăхĕн 12 халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шанарпуç ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.

1985 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1954 çулта педагогика ăçлăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. 1971 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ шкул вĕрентекенĕ ятне тивĕçнĕ.

Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ, икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарта педтехникум тата пединститут пĕтернĕ. Чăваш педагогика институчĕнче физикăпа математика факультечĕнче вĕреннĕ. Ачасане шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Пединститутра математика вĕрентнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фантастика повеçĕсем çырнă. Çавна май вăл тата 20 ытла ăçлăлăх ĕçĕсене çырнă.

Вал çырнă фантастика повĕçĕсем:

  • «Улшăннă çанталăк» (1950);
  • «Тимĕр тыткăнран» (1969, 1985);
  • «Çутă ĕмĕт» (1979);
  • «Çĕр тĕнĕлĕ»;
  • тата ыттисем

Математикăна тата ытти предметсене шкулта вĕрентес ыйтупа çырнă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Г.О.Ефремов чăн малтанах çыравçă пек паллă. Çырав ĕçĕсем — фантастика тата ăслав-фантастика жанрĕпе çырнăскерсем. Çапла вара вĕсем хайсемех, çав хайлавсем, çынсен математика тата ытти ăçлав пĕлÿлĕхне ÿстерме пулăшнă. Анчах та Г.О.Ефремовăн ăславпа тÿреммĕн çыхăннă ĕçĕсем те пур.

  • Ефремов, Георгий Осипович. Арифметические основы математических машин [Текст] / Г. О. Ефремов, 1962. - 18 с. с.

Г.О.Ефремов ку тĕлĕшпе мĕн туни пирки ак çак публикацисенче те вуласа пĕлме пулать:

  • Георгий Осипович Ефремов : (к 90-летию со дня рождения) // Проблемы и методы преподавания математики, физики и информатики : сб. науч. ст. – Чебоксары, 2007.
  • Ефремов Георгий Осипович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 113-114.