Ефремов Леонид Георгиевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ефремов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ефремов Леонид Георгиевич
Çуралнă вăхăт: 1948, çурла, 8
Çуралнă вырăн: Çăкалăх ялĕ, Куславкка районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2016, нарăс, 1
Вилнĕ вырăн: Чăваш Республики, Шупашкар, РФ
Ăслăх сфери: теориллĕ физика
Ăсчах степенĕ: экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ (2000)

Леонид Георгиевич Ефремов (11.8.1948, Çăкалăх ялĕ, Куславкка районĕ, Чăваш АССР – 1.2.2016, Шупашкар, Чăваш Республики) — пĕлӳ-çутĕçе йĕркелекенĕ, инженер, экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ.

Чăваш АССР аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (1986), РФ аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (1998)[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

11.8.1948 çулта çурлан 11-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Çăкалăх ялĕнче кун çутине курнă.

1967 çулта Шупашкарти энергетика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1973 çула Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1967–76 çулсенче университетре слесарь, лаборант, вĕрентекен ăста вырăнĕнче ĕçленĕ. 1976–78 çулсенче – ССКП Мускав райкомĕн нинструкторĕ.

1978–2004 çулсенче – ЧПУ проректорĕ. 2004 - 2016 çулсенче çавăнтах промăçлăх предприятисен электротивĕçтерӳ кафедрин профессорĕ.

2016 çулта нарăсăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

140 ăслăх ĕçне, çав шутра 9 монографипе 4 вĕрену кĕнекине, çырса кăларнă.

  • Энергетическая электроника: Учеб. пособие. М., 1994 (в соавт.);
  • Стратегические приори­теты в развитии университетов республик – субъектов Российской Федерации. Ч., 1998;
  • Ресурсный потенциал региональной энергосистемы. М., 2000 (в соавт.).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]