Залогин Олег Владимирович
Залогин Олег Владимирович, — чăваш барчĕ, журналист, филолог, чăваш халăх барчĕсен юхăмне туса хураканĕ. 1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 29 Тюмень облаçĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алтайпа Красноярск Енĕсенче, Казахстанра пурăннă. Муркаш районĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Иванова Евдокия Фёдоровна асанне воспитани панă. Юскасси вăтам шкуленче, Çĕнĕ Шупашкарăн ПТУ 15 вĕреннĕ. Монтажник-высотник пулса ĕçленĕ. ПВО çерĕсенче çарта тăнă. 1985 çулта И.Н. Яльянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе тухнă. 1985-1988 çулсенче Йĕпреç районĕнчи Березовка посёлокĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1988 çултанпа Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ленин ялавĕ» (халĕ «Пирĕн сăмах») хаçатăн сотрудникĕ, 1989-1996 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕн радио редакторĕ, «Чăваш Ен» хаçатăн тата Чăвашрадион хăйсен корреспонденчĕ пулнă. 1996 çултанпа Сĕнтĕрвăрри район ардминистрациĕн ача-пăчапа çамрăксен ĕçесен отделен начальникĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Темиçе магнитоальбом кăларнă: «SOS», «Профессиональная любовь», «Утакан», тата ыттисем. Буклетсен, "Мариинско-Посадская сторона – новь и старина" летопиç кĕнекин авторĕ. «Залог успеха» хаçата никĕслекенĕ тата унăн редакторĕ.