Захарченко Вадим Викторович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вадим Захарченко
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Вадим Викторович Захарченко
Çуралнă вăхăт: 1929, нарăс, 19
Çуралнă вырăн: Çĕн Çĕпĕр, Украина ССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2007 кăрлач, 2
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: совет/раççей кино актёрĕ
Карьера: 1946-2001
Чыславсемпе парнесем: РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Вадим Викторович Захарченко (19.2.1929, Çĕн Çĕпĕр — 2.1.2007, Мускав) — совет кино актёрĕ. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1993)[1]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вадим Викторович Захарченко 1929 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Çĕнĕ Çĕпĕрте çуралнă, 1945—1948 çулсенче Одессăри тинĕс çӳревçисен училищинче вĕреннĕ. Николай Черкасов актёр сĕнĕвĕпе профессие улăштарас тенĕ те ПРКИ-ре (С. Герасимовпа Т. Макарова ăста лаççи) 1953 çулта диплома тивĕçнĕ.

Мускаври Патшалăхăн Киноактёр студи-театрĕнче ĕçленĕ.

Вадим Захарченко тăван çĕршыв кинематографне эпизодсенчи маçтăрĕ, иккĕмĕш планри характерлă актёр пулса кĕнĕ. Çавăн пекех ăнăçлă Захарченко бандитсене те, интеллигентсене те, вĕлеревçĕсене те, тухтăрсене те, йăлăхтарнă пускиле те, хаваслă çулташа та вылянă. Кирек епле сăнара та вăл хăюллă та тӳррĕн кăтартнă. 250 ытла фильмра ĕçленĕ. Нумай хушă дубляж тата сасă кĕртнĕ ĕçре тăрăшнă. Пурнăçăн юлашки 6 çулĕнче сывлăх хавшакрах пулнипе ĕçлеймен.

2007 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Мускаври 20-мĕш сыватăшĕнче, йывăр инсульт хыççăн вилсе кайнă[2]. Информация о смерти в большинстве информагентств появилась лишь спустя неделю[3], çавăнпа та хăш чухне тĕрĕсех мар çырнине — кăрлачăн 8-мĕшĕ е 9-мĕшĕ — тĕлпулма пулать. Вилене кремациленĕ, кĕлне Бабушкино çăвинче (Мускав) (участок № 18) пытарнă[4].

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]