Зволен
Зволен (словак. Zvolen, ним. Altsohl, венг. Zólyom), Словакин варринчи хула, Гронпа Слатина пĕрлешнĕ тĕлте, Яворьепе Кремницке Врхи умĕнче вырнаçнă. Халăх йышĕ — 44 пин çын.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]IX ĕмĕрте Зволен вырăнĕнче Аслă Моравин Муотёва хулашĕ пулнă, вăл XI ĕмĕрте пĕтнĕ. Унăн хӳтĕлӳ ĕçĕ Старый Зволен кармана куçать (халĕ вăл Пусты Град ятлă). Вăл Европăри вăтам ĕмĕрсенчи чи пысăк карманĕсенчен пĕри. 1172 çулта Пусты Град патша комитат тĕпĕ пулса тăрать. 1230-мĕш çулсенче хункăр патши Бела IV Зволена хула шайне куçарать. XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче Аслă Людовик I кунта Зволен карманне туса лартать. Çак тапхăрта Зволен вăйлă аталанать. 1542 çулта Пусты Град Янош Хуньяди хупăрласа тăрса илет те çунтарса ярать. 1554 çулта Турккăсем Филяково карманне туртса илсе илсен, Зволен тĕп хӳтĕлӳ карманĕ пулса тăрать. Кунта çĕнĕ пултăк карман тăваççĕ, ăна турккăсем нихăçан та туртса илеймеççĕ. 1702 çулта хулана Ференц Ракоцин куруцсем çунтарса яраççĕ. XVIII ĕмĕрте Зволен Словакин паллă промăç тĕпĕ пулать. 1872 çулта кунта Будапешта çити чукун çул йĕрне хураççĕ.
Чехословакире Зволен район тĕпĕ шутланать. 1944 çулта хула Словак халăх пăлхавĕн пĕр тĕпĕ пулать. Хулан Виç Юман аэропорчĕнче совет самолёчĕсем анса лараççĕ. 1944 юпа, 26 хулана нимĕç çарĕсем оккупацилеççĕ. Украина II фрончĕ хулана 1945 пуш,14 ирĕке кăларать.
1968—1990 çç. Зволенре Совет çарĕн 30-мĕш гварди мотострелоксен дивизийĕн гарнизонпа тăнă.
Чаплă куравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пусты Град
- Зволен карманĕ
- Таса Елизавета костёлĕ
- Лютеран кирхи
- Финкова Курия
- Вăрман музейĕ
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хулан официалла сайчĕ
- Пусты Град 2006 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Зволен карманĕ 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.