Контент патне куҫ

Иванов Алексей Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алексей Иванович Иванов
Çуралнă вăхăт 1923, юпа, 7 [1]
Çуралнă вырăн Кивĕ Сăръел ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АО
Вилнĕ вăхăт 1945, кăрлач, 31
Вилнĕ вырăн Зелоа патĕнче, Бранденбург, Виççĕмĕш рейх
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ артиллери
Артиллери
Артиллери
Хĕсмет çулĕсем 1942-1945
Хисеп
Сержант
Сержант
Чаç 507-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ«Хăюлăх» медалĕ
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль

Иванов Алексей Иванович- Совет Союзĕн Паттăрĕ, сержант, 507-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕн тĕллекенĕ. 1923-мĕш çулта Вăрнар районĕнчи Кивĕ Сăръел ялĕнче çуралнă.

1941-мĕш çулта Вăрнарти зооветеринари техникумне пĕтернĕ. Шăхасан районĕнче зоотехник пулса ĕçленĕ. Çарта 1942-мĕш çултан. 1-мĕш Белорус фронтĕнче 1943-мĕш çулхи çу уйăхĕнчен. Çапăсенче ăсталăхĕ ӳснĕ, вăл батарейăри чи лайăх тĕллекенсен шутне кĕнĕ. Днепр урлă каçнă çапусемшăн "Хастралăхшăн" медале тивĕçнĕ. 1944-мĕш çулхине Украинăри пĕр çапăçура кăна вăл тăшманăн 6 танкĕпе 80 салтакĕпе офицера пĕтернĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орден илме тивĕçлĕ пулнă.

1945-мĕш çулхи хĕллĕ 5-мĕш тапăнакан армин штурм ушкăнĕнче пулнă[2] (кăрлач, 17-нарăс, 4). Польшăпа Германи çĕрĕнче тăшманăн хулисене илнĕ чухне хăюллăхпа паттăрлăх кăтарнă. Вăл тăшмана тылтан пырса кĕрсе темиçĕ туппипе, 2 пулемет тата 40 яхăн тăшмана пĕтернĕ. Хулана пĕрремĕш пырса кĕнĕ. Тепĕр кун Ландсберг хули патĕнче каллех тăшмана тылтан пырса тустарнă. Иванов расчёчĕ Одер урлă чи малтан каçнă, ыттисене малалла кайма майсем туса панă. Пĕр талăк хушшинче ташманăн 6 контратакине сирнĕ, Иванов çак çăпăçура 1 штурм орудипе 2 танка пĕтернĕ. Аманнă пулсан та пехота çитиччен çăпăçура тухман. Одер плацдарăмĕнче пынă хĕрӳ çапуçусенче йывăр аманнă, ăна нарăçăн 1-мĕшĕнче госпитале ăсатнă. Хăçан тата ăçта вилни тĕппипех паллă мар. Çак çапăçусемшĕн ăна Совет Союзăн Паттăрĕ ятне панă (вилнĕ хыççăн).

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ 24.3.1945 (вилнĕ хыççăн;
  • Ленин орденĕ;
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;

Асăрхатарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Вăрнар район архивĕн хыпарĕпе. Теприсен юпан 14-мĕше тесе калаççĕ.
  2. ^ Иванов Алексей Иванович (выр.). AZ Library. çăлкуçран архивланă 22 Ака уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 18 Ака уйӑхӗн 2013.
  • П.И.Краснов Край Вурнарский п.Вурнары, - 2002, с.53-53.
  • Иванов, А. Вилĕме парăнмасăр / А. Иванов // Тăван Атăл. – 1980. – № 5. – С. 3–6.
  • Матросов, И. Вĕсем пирĕншĕн пуç хунă / И. Матросов // Тантăш. – 1995. – 25 пуш.
  • Сироткин, И. Паттăр ентеш / И. Сорокин // Хыпар. – 1999. – 23 нарăс.
  • Иванов Алексей Иванович (1923–31.01.1945) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии : [изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
  • Иванов Алексей Иванович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 116.
  • Михайлов, В. М. Иванов Алексей Иванович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия.– Чебоксары, 2001.– С. 177.
  • Рогачев, Я. Подвиг у переправы / Я. Рогачев // Молодой коммунист. – 1985. – 8 янв.