Контент патне куҫ

Иванов Николай Иванович (1905)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов Николай Иванович
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1905 -мĕш
Ҫуралнӑ вырӑн Раççей империйĕ Хусан кĕперни Кивĕ Ахпӳрт (халь Чăваш Ен, Канаш районĕ)
Вилнӗ вырӑн Раççей
Пӑхӑнулӑх СССР
Ҫар ӑрачӗ инженер
Хӗсмет ҫулӗсем 1941- 1945
Хисеп
Старшина
Старшина
Чаҫ 6-мĕш гварди çарĕн 270-мĕш перевçĕсен дивизин 87-мĕш инженер-сапёр батальонĕ
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Хĕрлĕ Ялав орденĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ«Хăюлăх» медалĕ«Çапăçури хастарлăхшăн» медаль

Иванов Николай Иванович (1905 ç. çуралнă-), 6-мĕш гварди çарĕн 270-мĕш перевçĕсен дивизин 87-мĕш инженер-сапёр батальонĕн отделени командирĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратнă, анчах ку чыса илмен . [1], [2]Чăваш.


Хусан кĕперни Кивĕ Ахпӳрт (халь Чăваш Ен, Канаш районĕ) ялĕнче çуралнă. Молотов облаçĕн Ушаково районĕн военкомачĕ витĕр Хĕрлĕ Çара кайнă. 1943-мĕш çултан ВКП(б) пайташĕ.

КПСС ретне 1943-мĕш çулта кĕнĕ.

Награда хутĕнчен: 1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хĕвеланăç Двина урлă каçнă чухне Иванов старшина понтон киммин расчёчĕпе командланă. Пытанса кимме шыва антарсан тăшман асар-писер пенине пăхмасăр пĕрремĕш кимме сиксе пехота взводне хăй хыççăн ертсе кайнă. Юханшыв варринче тăшман снарячĕ юнашарти понтона сиен кӳрнĕ, çăвна Иванов старшина буксира илсе сулахай çырана каçарнă. Тăшманан çулăмĕ айĕнче пер сехетре Двина урлă 8 хут каçса пехота ротипе батарея каçарнă. Çав вахăтрах тăшман енне чарăнмасăр пенĕ.

Çыран çине тухсан пехотăпа пĕрле тăшман траншеине штурмланă, çывăхри çапăçура 3 тăшмана пĕтернĕ.

  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ (юбилей медалĕ, 1985)
  • Хăюлăх медалĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.