Контент патне куҫ

Иванов Семён Акимович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов Семён Акимович
Çуралнă вăхăт 1901, çурла, 26
Çуралнă вырăн Хурамал, Ĕпхӳ кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1974, чӳк, 5
Вилнĕ вырăн Ĕпхӳ, Пушкăрт АССР, СССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1919- 1955
Хисеп
Генерал-майор
Генерал-майор
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Семен Акимович Иванов (1901, çурла, 26, Хурамал, Ĕпхӳ кĕперни, Раççей империйĕ — 1974, чӳк, 5, Пушкăрт АССР, СССР) — генерал-майор.

1901 çулăн çурлан 26-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Йермекей районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралнă.

Хĕрлĕ Çарта 1919 çултанпа.

1927 çулта Пехота шкулĕнчен вĕренсе тухнă. ВАФ-ра (1936) тата Хĕрлĕ Çарăн Тĕп Штабĕн Вăрçă Академин Аслă Академи курсĕсенче (ТШВА АК) пĕлу пухнă (1949). Академирен вĕренсе тухсан вăрçă тăрăхĕн штабĕнче ĕç вырăнĕсене йышăнса хĕсметре тăнă.

1939-1942 çулсенче ДВФ дивизи штабĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет, çу, 1942 — çĕртме, 1945 тапхăрĕнче ДВФ çарĕн штаб пуçлăхĕ хĕсметĕнче.

Малашне яваплă штаб ĕç вырăнĕнче хĕсметре пулнă. Югославипе Румыни Ҫарĕсенче çар канашçи пулнă. 1955 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче чире кĕрсе хĕсметрен тухать те Ĕпхӳне пурăнма куçать.

1974 çулăн 5-мĕш чӳк уйăхĕнче Ĕпхӳ хулинче вилнĕ, Сергий масарĕнче пытарнă.