Йермекей районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Йермекей районĕ (пушк. Йәрмәкәй районы, выр. Ермекеевский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин хĕвеланăç енче вырнаçнă район. Администраци Йермекей салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1438 км2.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта пурĕ 54 ял вырнаçнă. 18 пине яхăн çын пурăнать. Халăхсем хушшинче тутарсем, чăвашсем тата пушкăртсем ытларах сарăлнă. 1 тăваткал çухрăм çине 12,5 çын килет.

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шутĕнче нефть, акшар, хăйăр минералсене палăртнă.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район урлă СамарĔпхӳЧелепи чукун çулĕ иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Октябрьски, Пелепей, Туймаçи тата Ĕпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта професси училищи тата историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Пурĕ 31 шкул пур, вĕсенчен 8 вăтам шкул шутланаççĕ. Çавăн пекех ача-пăча кĕвĕ шкулĕ, 26 библиотека, 38 клуб, районăн тĕп пульници, 3 ял пульници пур.

Вырăс тата тутар чĕлхисем çинче «К новым победам» (Çĕнĕ çĕнтерӳсемшĕн) ятлă хаçат тухса тăрать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]