Ив Монтан
Ив Монтан | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Çуралнă чухнехи ят | Иво Ливи |
Çуралнă вăхăт | 1921, юпа, 13 |
Çуралнă вырăн | Монсуммано-Терме, Тоскана, Итали короллĕхĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1991, чӳк, 9 |
Вилнĕ вырăн | Санлис, Франци |
Патшалăх |
Итали короллĕхĕ (1921—1929) Франци (1929—1991) |
Профессисем | XX ĕмĕрти Франци юрăçĕ, актёрĕ |
Жанрсем | шансон |
Парнесем |
«Давид ди Донателло» премийĕ, чи лайăх ютçĕр актёрне (1973) Шарль Кро академин Мăн премийĕ (виçхутчен; 1950—1952) |
Ив Монта́н (фр. Yves Montand [iv mɔ̃ˈtɑ̃], чăн ячĕ Иво Ливи (итал. Ivo Livi), 13.10.1921, Монсуммано-Терме, Пистоя провинцийĕ, Итали — 9.11.1991, Санлис, Франци) — франс шансонье-юрăçĕ тата актёрĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çамрăклăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иво Ливи 1921 çулхи юпан 13-мĕшĕнче Монсуммано-Терме итал хулинче (Тоскана облаçĕ) çуралнă. Джузеппинăпа Джованни Ливи килйышĕнчи виçĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ коммунизма ĕненекенскер пулнă, амăшĕ тарăн шухăшпах католици тĕнне тытнă. Кĕçех, фашистсем çĕршывра влаçа ярса илсен çемье Францие куçса кайнă: малтан вĕсем Америкăна эмиграциленесшĕн тăрăшнă, анчах та кунта визăпа йывăрлăх сиксе тухнă, çавăнпа та Ливисем Марсельре вырнаçнă. 1929 çулта вĕсене франс гражданлăхне панă.
Яш чухне Монтан аппăшĕ патĕнче парикмахер салунĕнче, кайран докра ĕсленĕ. Хăйĕн арт-карьерине вăл кинотеатрсенче, клубсенче тата мюзик-холлсенче юрласа пуçланă. Пултарулăхри псевдонима «Ив Монтан» (Ив — Иво ятăн франс форми) суйласа илнĕ. Хăй ăнлантарса панипе, çак псевдонимăн историйĕ çапла: ача чухне ăна амăшĕ киле чĕннĕ чухне итал тата франс сăмахĕсене пăтраштарса йыхăрнă: «Ivo, monta! (Иво, хăпар!)»[1].
Сцена çине пĕрремĕш çак псевдонимпа 17 çулта тухнă. 1944 çулта Монтанăна Парисре концерт панă чухне Эдит Пиаф асăрханă. Пĕр вăхăтлăха Монтан, Пиафран 6 çул кĕçĕнрех пулсан та, унăн еркĕнĕ пулать, Эдит ăна ăс-тăн парать. Пиаф унăн репертуарĕпе хăтланать, хăйĕн юррисен авторĕсене савнă çын валли темиçе юрă çырма ыйтать. Вĕсем пĕрле эстрада çинче 1946 çулчен, уйрăличченех, юрлаççĕ.
Эстрада
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1940-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Монтан мусăк тусовкинче хăйĕн пулас тусĕсемпе — Боб Кастелла пианистпа, Анри Кролла гитаристпа тата Франсис Лемарк юрлакан сăвăçпа — паллашать. Кролла вара Монтана Жак Превер поэтпа паллаштарать. Превер сăввисем Монтан репертуарĕнче нумай çул тĕп вырăн йышăнса Ив Монтана чаппа кăлараççĕ (Les Feuilles mortes, Barbara).
Çамрăклăхра Монтан хăйне «юрлакан пролетарий» евĕрлĕ тытнă: унăн юррисенчи персонажсем — дальнобойщик, салтак, сезонпа ĕçлекен, боксёр.
Ив Монтан, паллах, хăйĕн пуян талантне сцена çинче — мюзик-холлра-и, телекурав умĕнче-и, халăха парнеленĕ. Унăн one-man show Бродвейре çав тери ăнăçлă кăмăла çĕклентернĕ. Монтан хăйĕн концерчĕсене 1981 çулта парисри чаплă «Олимпия» залĕнче иртернĕ.
Ив Монтан телевизорпа юрланине тĕнчере пĕрремĕш спутник урлă янă. Çак 1962 çулта, утăн 10-мĕшĕнче, Telstar спутник ĕçленине хăтланă чухне пулса иртнĕ. Çак трансляцие американсем хатĕрленĕ пулсан та, франссем сигнала умĕн асăрхаттармасăрах спутник çине панă (çакна пула дипломатилле чутах хирĕçсе кайман), Америкăри телекуравçăсем хăйсен экранĕсем çинче Ив Монтана курнă.
Кинокарьера
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1946 çулта Ив Монтан Жак Превер сценарийĕпе Марсель Карне режиссёр ӳнерленĕ «Каç хапхи» фильмĕнче тĕп роле вылянă. Публика çапах та унăн пултарулăхне ытлах йышăнман. «Хăранăшăн тӳле» триллерĕнчи сăнарĕ куракан халăха ĕнентерме пултарнă. 1960—1970-мĕш çулсенче ăстайланнă Монтан пултаруллă актёр пек кăтартать (Коста-Гаврас тата Клод Соте фильмĕсем). Çакăн чухне вăл сайрарах юрлать.
Монтан Европăра та, Америкăра та кинора вылять: сăмахран, «Займёмся любовью» фильм, унăн партнёрĕ — Мэрилин Монро.
Пайăр пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1949 çулхи çурла уйăхĕнче Сен-Поль-де-Вансре Монтан Симона Синьорене тĕлпулнă та юратса пăрахнă. Кĕçех Симона хăйĕн пĕрремĕш упăшкине — Ив Аллегрене пăрахать те 1951 çулхи раштав уйăхĕнче Монтана качча тухать. Савакансем хăйсен туйне Сен-Поль-де-Ванс коммунинчи Лазурь çыранĕнче вырнаçнă «Ылтăн кăвакарчăнăм» отелĕнче уявланă. Машăрсем темиçе хутчен те сцена çинче те, кинематографинче пĕрле ĕçленĕ. Монтан — Синьоре мăшăра халăх питĕ кăмăлланă, вĕсен фотографисем яланах журналсен хуплашкисем çине тухнă.
1985 çута Синьоре вилнĕ. 1986 çулта, «Жан де Флоретт» фильма ӳкернĕ чухне, Монтан хăйĕн секретаршипе — Кароль Амьельпе (фр. Carole Amiel) — савăçланса каять. Амьель ăна пĕртен-пĕр ачана çуратса парать, 1988 çулта Валентин ывăл çут тĕнчене килет. Малтан Монтан хăй ашшĕ мар тесе хыпарлать, анчах та, Францири пресса кăмăлсăррине туйса, хăйĕн шухăшне улăштарать.
Вилĕм çапни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ив Монтан 1991 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче «IP5» фильмне ӳнерленĕ чухне вилнĕ. Режиссёр тата кино-пултарулăх ушкăнĕ ăна сивĕ çанталăкра пăрланнă кӳлĕне кĕрсе шывра ишмелли сценăна темиçе дубль тума ыйтнă, дубльсем хушшинче артиста ăшăнса илме май паман та, ăшă тумтир тăхăнтартман. Çакна пула Ив ӳпкене шăнтнă.
Хăйĕн интервьюнче Жан-Жак Бенекс режиссёр пулса иртнине çапла ăнлантарса панă: «[Вăл] „IP5: Хулăм ӳтлисен утравĕ“ фильмне ӳнерленĕ чухне вилчĕ… Юлашки кун, юлашки кадра çапнă хыççăн. Ку юлашки каçчĕ, дубльсене тепĕр хут çапаттăмăр. Вăл мĕн тунине вĕçлерĕ, хыççăн вилчĕ çеç. Фильм чĕре хĕстернипе вилекен мучи пирки каласа парать, — мĕн пирки, çавах пулса тухрĕ!»[2] Чăннипе, Ив Монтан тепĕр кунтан Санлис хулин сыватăшĕнче, пневмание пула килнĕ инфарктпа вилнĕ.
Ив Монтана Пер-Лашез çăвинче (Парис), Симона Синьорепе юнашар пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1946 — Звезда без света / Étoile sans lumière
- 1946 — Врата ночи / Les Portes de la nuit
- 1947 — Идол / L'Idole
- 1950 — Потерянные сувениры / Souvenirs perdus
- 1951 — Красная таверна / L’Auberge rouge
- 1952 — Париж всегда поёт! / Paris chante toujours !
- 1953 — Плата за страх / Le Salaire de la peur
- 1954 — Наши времена / Tempi nostri
- 1955 — Герои устали / Les héros sont fatigués
- 1955 — Наполеон: Путь к вершине / Napoléon Саши Гитри — маршал Лефевр
- 1955 — Ночная Маргарита / Marguerite de la nuit
- 1956 — Люди и волки / Uomini e lupi
- 1956 — Одно утро как другие / Un matin comme les autres
- 1957 — Роза ветров / Die Windrose
- 1957 — Салемские колдуньи / Les Sorcières de Salem
- 1957 — Большая голубая дорога / La grande strada azzurra
- 1958 — Первое мая / Premier mai
- 1959 — Закон / La Loi
- 1959 — Джанго Рейнхарт / Django Reinhardt
- 1960 — Займёмся любовью / Le Milliardaire (Let’s Make Love)
- 1961 — Прибежище / Sanctuaire
- 1961 — Любите ли вы Брамса? / Aimez-vous Brahms? (Goodbye Again)
- 1962 — Моя гейша / Ma Geisha
- 1965 — Убийцы в спальных вагонах / Compartiment tueurs
- 1966 — Война окончена / La guerre est finie
- 1966 — Горит ли Париж? / Paris brûle-t-il? Рене Клемана
- 1966 — Большой приз
- 1967 — Жить, чтобы жить / Vivre pour vivre
- 1968 — Однажды вечером в поезде / Un soir, un train
- 1969 — Мистер Фридом / M. Liberté
- 1969 — Дзета / Z
- 1969 — Дьявола за хвост / Le Diable par la queue
- 1970 — Признание / L’Aveu
- 1970 — В ясный день увидишь вечность / On a Clear Day You Can See Forever
- 1970 — Красный круг / Le Cercle rouge
- 1971 — Мания величия / La Folie des grandeurs
- 1972 — Всё в порядке / Tout va bien
- 1972 — Сезар и Розали / César et Rosalie
- 1973 — Сын / Le Fils
- 1973 — Осадное положение / État de siège
- 1974 — Одиночество певца / La Solitude du chanteur de fond
- 1974 — Случайность и насилие / Le Hasard et la violence
- 1974 — Венсан, Франсуа, Поль и другие / Vincent, François, Paul… et les autres
- 1975 — Специальный отдел / Section spéciale
- 1975 — Дикарь / Le Sauvage
- 1976 — Пистолет «Питон 357» / Police Python 357
- 1977 — Суперплут / Le Grand escogriffe
- 1977 — Угроза / La Menace
- 1978 — Дорога на юг / Les Routes du sud
- 1979 — Свет женщины / Clair de femme
- 1979 — И… как Икар / I… comme Icare
- 1981 — Выбор оружия / Le Choix des armes
- 1982 — Весь — огонь, весь — пламя / Tout feu, tout flamme
- 1983 — Официант / Garçon !
- 1986 — Жан де Флоретт / Jean de Florette
- 1986 — Манон с источника / Manon des sources (продолжение «Жана де Флоретт»)
- 1988 — Три билета на 26-оее / Trois places pour le 26
- 1991 — Возвращение Нечаева / Netchaïev est de retour
- 1992 — ИП 5: остров толстокожих / IP5 : L'île aux pachydermes
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Интервью, Candide, 22-çу-1967.
- ^ «The Return of Jean-Jacques Beineix, Pt. II», Video Business, June 5, 2009. Retrieved on June 17, 2009.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Симона Синьоре и Ив Монтан, журнал «Чайка»
- International Jose Guillermo Carrillo Foundation 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)