Измайлова Нина Никандровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Измайлова Нина Никандровна (1959 çур.) — Тольятти хулинче пурнакан чăваш хастарĕ. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи.

Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах упăшкине çухатнă (хăçанни палла мар). Тольятти хулинче икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ — вĕсем иккĕш те чăвашла çав тери аван калаçаççĕ. Пĕчĕк мăнукĕ пур. Вăл кукамăшпе чăвашла юрлама юратать. Хальхи вăхăтра Н.Н.Измайлова — пенсире. Ун умĕн Тольяттири ачасен пултарулахĕн керменĕнче ĕçленĕ. Унта вăл ятарласа чăваш кĕтесĕ те ăсталанă пулнă.

Ăçта вĕренни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Н.Н.Измайлова Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Культуролог, филолог, методист, журналист, çыравçă.

Пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1992-мĕш çулта Тольятти хулинче ятарласа купăсçă шыраса тупса "Телей" чăваш ушкăнĕ йĕркелесе янă. Малтанхи пулăшаканĕсенчен пĕри Тутарстантан тухнă Зина Белова (Юрьева) пулнă. Каярахпа "Алтăр Çăлтăр" ушкăн та йĕркеленĕ.

Тусăмсем! Хăвăрах пĕлетĕр: эпир атте-анне чĕлхипе çырмасан-калаçмасан - пирĕн вырăна кам çыраять-калаçаять, ăна хамăрăн ачасемпе мăнуксене вĕрентсе хăвармасан - кам килсе вĕрентеет? Никам та. Ку пирĕншĕн йывăр ĕç мар - сывланă пек çăмăл. Пуррине упрар-ха, тусăмсем, çуккине тупар[1].

22.08.2000 тĕлĕнчен пуçласа 04.05.2010 вăхăтчен "Наследие" текен тытăма тытса тăнă[2]. Адресĕ: Самарская обл, г.Тольятти, ул.Революционная, д.3, кв.59, 445034.

Пичетленсе тухнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Чĕкес чĕппи ман пуласче», Юхма Мишши пулăшнипе кăларнă.
  • « Чун тĕкĕре» («Зеркало души»).
  • «Пурнăç пĕрре çеç килет» ( «Жизнь лишь один раз приходит»).
  • «Туйăм тĕнчи» («Страна чувств»).

"Самар Ен" хаçатра "Анне сăнарĕ" рубрика тытса пынă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]