Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕсем
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин тĕп сăлтавĕсене тупас тесен XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи -XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи тапхăрти тĕнчери экономикăпа политика ĕçĕсене тĕпчемелле. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин хирĕçĕвĕсене Версаль килĕшĕвĕ вăхăтлăха çеç пусарса хунă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи ĕнтĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин тăсăлăвĕ (иккĕмĕш акчĕ) пулать.
Тĕнче вăрçин экономика никĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Вăрçă экономикăн квинтэссенцийĕ пулать",— тенĕ политэкономи тĕпчевĕнче.
"Вăрçă ĕçĕ экономика тăсăлăвĕ, анчах та урăхла ăслайсемпе", — тенĕ ...
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин умĕнчи политика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Версаль килĕшĕвĕ тăрăх Германин хĕç-пăшал хăватлăхне аталантарма чарнă. Çавна май Германи ытти патшалахсем çине тапăнма пултарайман. Гитлер канцлер вырăнне ларнă хыççăн Германи Версаль килĕшĕвне пăхăнма пăрахнă — каллех çар йĕркелеме, темен тĕрлĕ çар техникине тума пуçланă.
1936 çулта нимĕç çарĕсем Рейнри демилитаризациллĕ пая йышăннă. Франци Нацисен Лиги енĕпе Германие хирĕç çар операцине ирттерме сĕннĕ, анчах Аслă Британи вĕсемпе килĕшмен. 1938 çулхи пуш уйăхĕнче Германи пĕр чăрмавсăрах хăйĕн çумне Австрине хушнă (Аншлюс пăхăр), 1938 çулхи юпа уйăхĕнче Мюнхен килĕшĕвĕпе Чехословакин Судет облаçне аннексиленĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕнче килĕшӳсене пăсса Германи Чехин юлашки ирĕклĕ çĕрĕсене аннексиленĕ, Словакинче марионетлă патшалăх туса лартнă.
Аслă Британипе Франци ку ĕçсене ытла хирĕçлемен, Германине хирĕç вăрçă пуçлама хăйман. Вĕсем Версаль килĕшĕвне çалас тесе Германипе "лăплантаракан политикăна" тытса пынă, компромиссем çине килĕшнĕ. Çапах та, Гитлер Мюнхен килĕшĕвĕсене пăснă хыççăн Аслă Британипе Франци Германипе хытăрах политика тытма пуçланă — Германи тапăнассинчен Польшăна хӳтĕлеме çирĕп шантарнă. 1939 çулхи ака уйăхĕнче Итали Албани çине тапăннă май çакăн пекех шантарусене Румынипе Грецине панă.
1939 çулта Совет Союзĕ Аслă Британипе тата Франципе çар пĕрлешĕвне тăвасси пирки калаçу пуçарнă, анчах та вăл ним патне те илсе пыман пирки çав çулхи çурла уйăхĕнчех Германипе «Пĕр-пĕрин çине тапăнмалла мар килĕшĕве» алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшӳре вăрттăн пай та пулнă, ун тăрăх СССРпа Германи пĕр-пĕринпе хăйсен Тухăç Европăри сĕмĕсене уйăрса палăртнă, çав шутра Польша пирки те калаçса татăлнă. Польша хăй те Аслă Британипе тата Франципе нимĕç агрессийĕнчен хăраса пулăшу килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.
Çапла вара Германи, Франци, Аслă Британи тата ытти çĕршывсем те вăрçа хатĕрленме пикеннĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕнче Германи çарĕнче 4,6 млн. çын, Франци çарĕнче 2,67 млн., Аслă Британи çарĕнче 1,27 млн. çын пулнă.
1931 çулта Япунсем Маньчжурипе Çурçĕр Китайшăн вăрçă пуçланă. 1937 çулхи утă уйăхĕн 7-мешĕнче Япони Китай çĕрĕсене шаларах та шаларах кĕме пуçланă (Японипе Китай хушшинчи иккĕмĕш вăрçă). 1941 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа çак вăрçă Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи шутне кĕме тытăннă.