Иллирисем
Иллирисем, — Балкан çурутравĕн çурçĕр-анăç енĕнчи Дунайăн вăтам юхăмĕнчен пуçласа Адриатика тинĕсĕн хĕрри хушшинче пурăннă инди-европа йăхĕсенчен тăракан ушкăн. Ку ушкăна далматсен, либурăнсен, истăрсен, яподсен, паннонсен, дезитиадсен, пирустсен, диционсен, дардансен, ардиейсен, таулантсен, плерейсен йăхĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех Аппенин çурутравĕн кăнтăр-тухăç енче пурăнакан япигсемпе мессапсем тата ыттисем ку ушкăна кĕнĕ.
Халăхăн кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иллирисем çинчен чи малтан Гекатей Милетский (пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте пурăннă), Геродот (пирĕн эрăччен V ĕмĕрте пурăннă) çырса хăварнă. Пирĕн эрăчченхи VII-III ĕмĕрсенче вĕсем пурăнакан вырăнта грексем хăйсен колонийĕсене никĕсленĕ. Малтан иллирисем хăйсен çурчĕсене якатман чулсенчен тунă пулсан каярах вара грексенчен тĕслĕх илсе якатса купалама пуçланă. Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте ку вырăна кельтсем пырса кĕнĕ. Иллирисен вара кăштах хĕсенме тивнĕ, тепĕр пайĕ кельтланса (иллири-кельт йăхĕсен ушкăнĕ йĕркеленнĕ) кайнă.
Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте римлянсем пырса кĕнĕ вăхăта вĕсен пурнăçĕ тĕрлĕ класран тăма пуçланă та пулнă ĕнтĕ. Классем çине пайланасси энхелейсен пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрте, таулантсен — пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче, ардиейсен — пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрĕн çурринче пуçланнă. Ку вăхăталлах вĕсем юнашарти йăхсене хăйсене пăхăнтарса пысăк патшалăх туса хунă. Тĕп хули Шкодерта вырнаçнă пулнă.
Пирĕн эрăчченхи 229-228, 219, 168-167 çулсенче Иллири вăрçисем иртнĕ. Иллирисемпе римлянсем хушшинчи вăрçăра римлянсем çĕнтернĕ. Пирĕн эрăчченхи 167 çулта иллирисен çĕрĕ римлянсем империне кĕме пуçланă. Пирĕн эрăчченхи 148 çултанпа Македони провинчине кĕме пуçланă. Либурăнсем, далматсем тата и яподсем пурăннă çурçĕр çĕрĕсене римлянсем пирĕн эрăчченхи II-I ĕмĕрсенче çĕнтерсе илнĕ.
Пирĕн эрăчченхи 35-33 çулсенчи Иллири вăрçинче вара вĕсене римлянсем тĕппипех çĕнтерсе илнĕ. Пирĕн эрăри 6-9 çулсенче паннонсемпе далматсен пăлханăвĕ иртнĕ. Вăл пăлхава пусарнă хыççăн римлянсем хăйсене шалти Далматире пурăнакан дезитиатсемпе пирустсене те пăхăнтарнă.
Пăхăнтарнă халахсем питĕ хăвăрт романланма пуçланă. Ку уйрăмах çыран хĕрринче тата хулара пурăнакансем хушшинче вăйлă сисĕннĕ. Халăхсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçа пуçланă тапхăр çитсен вара ку халăх пушшех те çухалнă. Чĕлхи упранса те юлман.
Ăсчахсем вĕсен еткерĕсем шутне албансене кĕртеççĕ. Иллирисен культурин палăкĕсем çавăн пекех Австри, Итали, Албани, Македони патшалăхĕсен çĕрĕсенче вырнаçнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Budimir М., Iliri i prailiri, "Vjesnik za arheologiju i historiju dolmatinsku", 1952, №53;
- Stipčevič A., O umjetnosti starih ilira, "Republika", [Zagreb], 1960, broj 1, s. 16-17;
- Alföldy G., Bevőlkerung und Gesellschaft der rőmischen Provinz Dalmatien, Bdpst, 1965;
- Stipčevič A., Bibliographia illyrica, Sarajevo, 1967.