Контент патне куҫ

Çурçĕр Македони Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Македони ҫинчен куҫарнӑ)

Ҫурҫӗр Македони Республики (макед. Република Северна Македонија) — Европăри ирĕклĕхлĕ патшалăх. Унчен Югослави (СФРЮ) шутĕнчи республика.

Балкан çурутравĕнче, Европăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă. Часах ăна Ҫурҫӗр Македони теççĕ, анчах та ăна Авалхи Македонипе тата Грецин историллĕ Македони облаçĕпе хутăштармалла мар. Ҫурҫӗр Македони Республики историллĕ Македонин 38% çĕрĕн лаптăкне йышăнать, унăн 44% халăхĕ республикăра пурăнать.

Ҫурҫӗр Македони Республики çĕрĕсем малтан Югославин чи кăнтăр пайĕ пулнă. Паянкунхи чикĕсене II Тĕнче вăрçи хыççăн СФРЮ шутĕнче Социализмлă Республика Македони ятпа çирĕплетнĕ. Çапла македонецсене Югославире хăй тĕллĕ халăх тесе палăртнă. 1991 çулта Югослави уйрăм патшалăхсене пайлансан, Македони çĕрĕсене çав чикĕсенчех хăварнă. Çапах та çак патшалăх тата халăх ячĕ Греципе вĕçĕ-хĕррисĕр тавлашусене хĕртсе янă — чылай хушă официаллă хутсенче патшалăха «Малтан Югославире пулнă Македони республики» тесе çырнă.[1]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Igor Janev, Legal Aspects of the Use of a Provisional Name for Macedonia in the United Nations System, AJIL, Vol. 93. no 1. 1999.