Контент патне куҫ

Ильинка (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ильинка, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Соболево ятлă пушă ял патĕнче вырнаçнă. Сельцо ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем сахал, пысăккисем çук.

Ильинка авкалана-авкалана малтан анăçалла юхать, Восчестниково ялтан иртсен вара çавăн пекех авкалана-авкалана кăтнăралла çул тытать. Ильински ял çывăхĕнче юханшыва пĕвеленĕ.

Юханшывăн çулхи юхăмĕнче виçĕ пушă ял вырнаçнă: Соболево, Çырлаллă (выр. Ягодное), Крестьяниха. Малалли юхăм тăрăх вырнаçнă ялсенче вара çынсем пурăнаççĕ: Фаладово, Ильински, Головино, Восчестниково, Пĕрремĕш Май, Сельцо.