Ильин Иван Николаевич

Иван Ильин | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | Кăрлач, 1, 1930 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Сăкăт ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Енре |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи, проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: |
![]() ![]() |
Ильин Иван Николаевич (1930 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Сăкăт ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР — ) — чăваш сăвăçĕ, прозăçи, публицисчĕ[1].
Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей Федерациĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
ЧÇП пайташĕ (1998 ç.). Пĕтĕм тĕнчери батали тата марини çыравçисен ассоциацин пайташĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930 çулхи кăрлачăн 1 Чăваш АССРĕн Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă.
1946 çулта Патăръелти педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Кайран И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнче пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн çара хĕсмете кайнă, Лăпкă океан тинĕс флотĕнче сапёр, штаб пайĕн çыраканĕ тата ытти хĕсмет вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Пĕтĕм хăй пурнăçне хăйĕн тăван ялĕнчи шкулне панă. Вĕрентӳçĕ, шкул директорĕн çумĕ, директор вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Патăръел районĕнчи Сăкăт ял канашăвĕн хăлăх депутачĕ пулса тăрăшнă.
Пултару ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн нумай ĕçĕсем, пултаруллă сăввисем, очерксем чăвашла тухакан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Сăкăт ялĕ», историллĕ публистика очеркĕсем (1996).
- «Пурнăçпа астăвăм», поэма (1997).
- «Пурăнмаллаччĕ сан, пурăнмаллаччĕ», поэма (1998).
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль;
- «Ӗç хастарлăхĕшĕн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çитнĕ ячĕпе» медаль;
- «Ӗç ветеранĕ» медаль;
- СССР çутĕç ĕçĕсен отличникĕ,
- Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларакан отличникĕ.
- Чăваш халăхĕн академикĕ
Çавăн пекех грамотăсемпе, паллăсемпе, значоксемпе палăртăннă. Хастар ĕçсемшĕн унăн ятне ССКП РК тата ССКП обкомĕн хисеп кĕнекисене çырнă. 1974 çулта соцăмăртура çĕнтернĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]![]() |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Халĕ пурăнакансем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- СССР сăвăçисем
- СССР çыравçисем
- 1930 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнисем