Ирланд мунчи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ирланд мунчи е Айриш мунчи (тĕрĕсрех ячĕ — рим-айриш) — римлянсен термисене çĕнĕлетсе тунă мунча. Халĕ вара ăна Европăра халăх питĕ кăмăллать.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Принципле, айриш мунчи римлянсен пекех. Мунча çурчĕ çумĕнче çĕре чавса çавра е тăват кĕтеслĕ кăмака туса лартнă. Унтан малтан мунчан сакайне, хыççăн — урайне, çĕр айĕпе каналсем хунă. Урайне малтан акшарпа хăйăра çăрса кирпĕч плитасем хунă пулнă; хыççăн вĕтчул витнĕ те çиелтен мрамор плитисемпе хупланă. Çакнашкал тунипе мунча урайĕ вăраххăн ăшăнса пынă, ăшши ĕнтĕ чылай тăнă. Çапах та, римлянсен термĕсене, нефть çунтарса хутман .

Ирланд мунчинче вĕри сывлăш кăмакаран сакайне тата ятарлă пăрăхсем тăрăх хӳмесем çумĕпе ăшăтса каять.

Айриш мунчине виçĕ хӳрӳ пӳлĕме пайланă. Пĕремĕшĕ — чи сивви (25-27 °C), иккĕмĕшĕ — ăшăскер (32-35 °C), тар юхма тытăнать, юлашкинчен вара, виççĕмĕшĕ, шăтăклă кирпĕчсемпе хунăскер чи хĕрӳлли (50-60 °C), шăтăксенчен вĕри тухать пулсан та сывлама çăмăл — пĕр пăрăхпа уçă сывлăш кĕрет.

Ирланд мунчинче «классикăри» пекех: тара çăм перчеткепе (е алсишпе) шăлаççĕ, душра çăвăнаççĕ е бассейна сикеççĕ, массаж тăваççĕ.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Всё о банях». Составители: М. О. Орлова, С. М. Тесла. — Москва: ЗАО «БАО-ПРЕСС», 1999. — 320 с. ISBN 5-89886-014-2.