Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла
Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла | |
Plein Soleil | |
Фильм постерĕ | |
Жанр |
триллер драма |
---|---|
Режиссёр | Рене Клеман |
Продюсер |
Раймон Аким, Робер Аким |
Сценари авторĕ |
Рене Клеман, Поль Жегоф (романпа) |
Оператор | Анри Декаэ |
Композитор | Нино Рота |
Кинокомпани | Robert et Raymond Hakim, Paris Films Production, Titanus, Paritalia |
Тăсăлу | 115 мин. |
Бюджет | 618 090$ |
Патшалăх |
Франци |
Чĕлхе |
франс итал |
Çул | 1960 |
IMDb | ID 0054189 |
«Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла» (фр. Plein Soleil) — Франципе Итали пĕрле тунă илемлĕ фильм. Фильма франс режиссёрĕ Рене Клеман 1960 çулта ӳнерленĕ. Çак Патриция Хайсмитăн «Талантлă мистер Рипли» романне пĕрремĕш экран çине кăларни пулать. «Америкăри детектив çыракансем» ассоциацин Эдгар Алан По кинопремине 1962 çулта тивĕçнĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Филипп Гринлиф, американ миллионерĕн ывăлĕ, хăйĕн Мардж тус-хĕрĕпе Италире вăхăт ирттерет. Унăн хыççăн Том Рипли çӳрет, ăна Филипп ашшĕ ывăлне Сан-Францискăна тавăрмашкăн пиллĕк пин доллар тӳленĕ. Марджа та, Тома та Филипп тетте тесе шутлать, киле кайма килĕшмест. Рипли çак пурнăçа хăнăхса пынă çем Филипа вĕлерсе унăн вырăнне йышăнма план тăвать. Çапла вăл тинĕсе яхтă çинче уçăлма тухсан Филиппа Марджа хирĕçтерсе ярать те кӳреннĕ Мардж вĕсене пăрахса каять. Том вара Филиппа вĕлерет, виллине якорьпе çыхса тинĕсе ывăтать те Филипп ячĕпе пурăнма тытăнать. Мардж патне Филипп машинки çинче урăх тĕл пулмăпăр тесе çыру ярать. Кĕçех Фредди Майлз, хăйĕн тусне Филиппа шыраса ăнсăртран Том махинацине уçать, вара Том ăна та вĕлерет. Фреддие, полици версипе, Филипп Гринлиф тĕп тунă, çакăн хыççăн Том хăйĕн чăн ятне тавăрать. Çаплах вăл Филипп хăйĕн çине алă хунă евĕр тăвать, пилление Мардж майлă тӳрлетет. Филипп ашшĕ ывăлĕн юлашки кăмăл туйăмне йышăнать. Том Рипли ĕнтĕ Филипп пурлăхне ярса илмешкĕн Марджа хăй майлă çавăрать. Унăн хура ĕçĕ питĕ ăнăçлă тухать, анчах та Филипп яхтине сутнă чухне карапăн винтĕ çине çакланнă хуçа вилли тупăнать. Рипли афери çиеле тухать.
Рольсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актёрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
|
|
|
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- James Travers, Plein Soleil (1960)(ĕçлемен каçă)
- Sandra Mézière? Critique – «Plein soleil» de René Clément 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Nicolas Maille, «Plein soleil»
- Nicolas Maille «Plein soleil» réalisé par René Clément
- Gérard Lefort, «Plein soleil» de René Clément avec Alain Delon, Maurice Ronet… 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Frédéric de Vençay, «Plein soleil» – la critique.Crime et châtiment
- Jonathan McCalmont, «Plein soleil» (1960)
- «Plein soleil»(1960) 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Joseph Jon Lanthier, «Purple Noon»
- Bernard Violet, «Les mysteres Delon»
Рене Клеман фильмĕсем |
|
---|---|
1930-мĕшсем |
Тренируй левую (1939) |
1940-мĕшсем |
Благонадёжный папаша (1946) • Битва на рельсах (1946) • Проклятые (1947) • У стен Малапаги (1949) • Стеклянный замок (1950) |
1950-мĕшсем |
Запрещённые игры (1952) • Месье Рипуа (1954) • Жервеза (1956) • Плотина на Тихом океане (1958) • Этот жестокий век (1958) • Йăм-хĕрлĕ кăнтăрла (1960) |
1960-мĕшсем |
Как хорошо жить (1961) • День и час (1962) • Хищники (1964) • Горит ли Париж? (1966) • Пассажир дождя (1970) |
1970-мĕшсем | |
Çыхăннă статьясем тата пĕрле авторсем |
- Фильмсем, алфавитпа
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- 1960 çулхи фильмсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Рене Клеман фильмĕсем
- Итали триллер-фильмĕсем
- Франци триллер-фильмĕсем
- Рим пирки фильмсем
- Патриция Хайсмит хайлавĕсене экранизацилени
- Неаполь пирки фильмсем
- Франци драма-фильмĕсем
- Итали драма-фильмĕсем
- Романсене экранизацилени