Контент патне куҫ

Кĕçĕн Серга

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кĕçĕн Серга, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Коротки ял патĕнче вырнаçнă. Ключи ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, вĕсенчен чи пысăкки — Галанка.

Кĕçĕн Серга малтан кăнтăралла юхать, Фатеевăран иртсен кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать.

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Коротки, Фатеево, Захватово, Лужки, Трифоново, Ключи.