Каварсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Каварсем (кабарсем) — (ав.гр.чĕлхи κάβαροι, лат. covares, венгр чĕлхи kabarok, kavarok) — тĕрĕк чĕлхеллĕ хасар йăхĕсем, IX ĕмĕрте авалхи грек йăхĕсен конфедерацине кĕнĕ. Вĕсем çинчен Константин Багрянородный çырнă «Об управлении империей» трактатра тĕплĕнрех пĕлме пулать. Каварсем виçĕ тĕп йăхран тухнă, вĕсен IX ĕмĕрĕн 1-мĕш çур. аслă влаçа ăнăçсăр хирĕç кавар туса пăлханнă пирки Хасар патшалăхĕнчен тухса кайма тивнĕ.

Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, ку пулу-иртÿ Хасар хаканлăхĕнче çĕнĕ династине çирĕплетнипе çыхăннă. Пăлхавçăсен хăшпĕр пайне вĕлернĕ, ыттисем, чĕрĕ юлнисем венгрсен сичĕ йăхĕсен çумне саккăрмĕш йăх пулса пĕрлешнĕ. Ун хыççăн пĕр пуçлăх ирĕклĕхне кĕрсе хăйсене какаварсем тесе ят панă. Ячĕ тĕрĕк чĕлхинчен «пăхăнманскер», «пăлханнăскер» е венгр чĕлхинчен «хутăштарни» пулать тесе шутлаççĕ. Венгрсемпе пĕрле вĕсен хальхи çĕрĕсем çине куçса кайса, каварсем, палăртнă тăрăх, вĕсен çарĕсен чи çирĕп те вăйлă пайĕ пулса тăнă. 881-мĕш çулта Зальцбург анналĕсенче вĕсем çинчен асăнса Вена хули патĕнчи Кульберга хупăрласа илнине çырса хунă. Малтанах вĕсем хасар чĕлхине упраса пынă, çав вăхăтрах венгр чĕлхине те вĕренсе пĕлнĕ. Каярах пурте ассимиляци айне пулса хăйсен чĕлхине çухатнă. Венгрире вĕсен ячĕпе 24 яхăн топоним хасар ячĕпе çирĕплетнĕ. Венгер чĕлхинчи хăшпĕр тĕрĕк элеменчĕсене каварсем сĕм янипе ăнлантараççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шушарин В. П. Ранний этап этнической истории венгров. М.,1997. ISBN 5-86004-105-5.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]