Калентьева Ирина Николаевна
Ирина Калентьева | |
![]() | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хĕрарăм |
Тулли ят: | Ирина Николаевна Калентьева |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Ăстаçăлăх: | маутинбайк |
Çуралнă вăхăт: | 1977, чӳк, 10 |
Çуралнă вырăн: | Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Тренер(сем): | Владимир Краснов |

Ирина Николаевна Калентьева (çуралнă чухнехи хушамат Ягупова) (10.11.1977, Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çур. ) — сăрт велосипечĕпе (маутинбайк) ярăнакан спортсмен, тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001), кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007), Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Тренерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Владимир Николаевич Краснов.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1977 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.
Сиднейри олимпиадăра резервра пулнă. Афинăпа Пекинри олимпиадăсене хутшăннă.
Çитĕнӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001);
- Европа чемпионачĕн йĕс медалĕ (2001);
- Европа чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2003);
- Тĕнче кубокĕн этапĕсен çĕнтерӳçи (2004, 2005, 2007);
- Маунтинбайкпа тĕнче чемпионачĕн йĕс медалĕ (2004, 2006, 2008);
- Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2001, 2005);
- Кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007);
- Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ирина Калентьева сайчĕ Архивленĕ 24 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.
- Ирина Калентьева: «Лондон 2012 будет мой» (выр.)
- Китай çумăрĕсемпе ӳкни Калентьевăна çĕнтерме паман (выр.)
- Калентьевăн сăнĕсем bike2b.com çинче Архивленĕ 16 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- Калентьева 13-мӗш хут чемпион пулнӑ