Калюк
Курӑнакан калӑплав
Калюк (вăйпа тĕне кĕртнĕ хыççăнхи ячĕ — Иван Андреев) — XVIII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер (Çӳлтикасси) ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVIII ĕмĕрти Емельян Пугачёв ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен вăрçи Чăваш Енре те, чăвашсем пурăнакан ытти вырăнсенче те тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен пин-пин паттăр çуратнă. Ун чухне кашни ялта çавăн пек паттăрсем пулнă.
Калюк вара халăха пусмăрçăсене хирĕç çĕкленме чĕнет. Мамка ялĕнчи Ресванпа пĕрле, Пайраш ялĕнчи Якурккăпа пĕрле вĕсем пăлхав туса, чиркӳ япалисене туртса илсе халăха валеçсе панă. Çак тапхăра В.Д. Дмитриев питĕ тĕплĕн тĕпченĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- В.Д.Дмитриев, "История Чувашии XVIII века".