Контент патне куҫ

Пугачёв Емельян Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Емельян Иванович Пугачёв (1742кăрлач, 10 (21) 1775, Мускав) — тан касакĕ, Раççейри Çĕр ĕçтешĕсен 1773—1775 çулсенчи вăрçин ертӳçи.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

III Петĕр императăр чĕрĕ-сывă тенĕ итлевсене тăнласа, Пугачёв унăн ятне хăй çине илет; ун чухне темиçе вунпӳ çын хăйне Петр тесе , чи ăнăçли пулать. Пăлхава тапратма лару-тăру хатĕр пулнă: ирĕклĕхе çухатнă касаксем, ирĕке тухасшăн çĕр ĕçчен хумханăвĕсем (умĕн мăнастăрьсенчен çĕр ĕçтешĕсене уйăрнă), ту ĕç завод ĕçтешĕсен хирĕçĕвĕсем. Пугачёв III Петĕр тенине сахал çын ĕненнĕ пулин те, пурĕ те ун хыççăн кайнă. Çырулăха пĕлменнине пытарса, вăл хăйĕн манифесчĕсем çине алă пусман; çапах та, унăн «автографĕ» уйрăм хут çинче сыхланса юлнă, çырăвне вăл хут пĕлекен юлташĕсене латтин тексчĕ тесе суйнă.

Пăлхав умĕн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Емельян Пугачёв Тан облаçĕн Зимовейская станицинче çуралнă. Ашшĕ — Иван Михайлович Пугачёв, 1762 çулта вилет, амăшĕ — Анна Михайловна, 1771 çулĕ тĕлне çĕре кĕрет. Пугачёв хушамачĕ Михаил аслашшĕн витлев ятĕнчен — Пугачран — тухнă. Çемйере, Емельянсăр пуçне, Тементей тата икĕ аппăшĕ — Ульянăпа Хветуç — пулнă.

1769 çулта вырăс-турккă вăрçи тапрансан Пугачёв Кутейников полковник ушкăнĕнче Бендерăна каять. Бендера 1770 çулхи авăн, 16 (27) граф Панин ертсе пынипе çĕнтерсе илеççĕ, çапăçура хурăнçи Пугачёв палăрать. Çарсене хĕллехи хваттерсене Елизаветграда 1771 çулта тавăрсан, Пугачёв амак çупăрлать («...унăн кăкăр, ура çĕрет»). Полковник Кутейников ăна Тан çине çĕр касак ушкăнĕнче лаша улăштарма хушса ярать. Чире пула Пугачёв каялла таврăнаймасть, çавăнпа та хăйĕн вырăнне «Глазуновская станица (Медведица юханшывĕ çинчи) касакне — Бирюкова — ярать, ăна вăл йĕнерленĕ икĕ ут, саблю, буркă, кăвак çипун, тĕрлĕ апат-çимĕç тата вуникĕ тенкĕ парать». Хăй вара çар тĕп хулине — Черкасcка отставкăна тухма ыйтма çула тухать. Хĕсметрен тухма ăна ирĕк паман, хăй тĕллĕ сипленме сĕннĕ. Пугачёв хăйĕн аппăшне Хветуçе кĕрӳшĕпе Симон Павлова курма Таганрога каять. Кĕрӳшĕ юлташĕсемпе хĕсметрен тарас шухăшне пĕлсе Пугачёв пулăшма килĕшет. Тыткăча лексен Павлов мĕнле тарни пирки тĕплĕн каласа парать, вара Пугачёв таркăн çулĕпе утать, темиçе хут ăна тытаççĕ — тухса тарать, Терек çине каясшăн тăрмашать, анчах та ăнăçупа тĕл пулаймасть[1].

Тепĕр хут Пугачёва тытса Черкасска ăсатаççĕ.

Çĕр ĕçтĕшĕсен вăрçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Василий Перов «Пугачёва айăплани» (1879), Вырăс музейĕ, Санкт-Петербург

Тытни, тĕпчев ĕçĕсене ирттерни тата вĕлерни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Гравюра - Пугачёв.jpg
Пугачёв ареспа ларни. XVIII ĕмĕрти гравюра.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Почтă маркки СССР, Çĕр ĕçченĕсен 1773—1775 çç. вăрçин 200-çулĕ тĕлне, Е. И. Пугачёв, 1973, 4 Пус (ЦФА 4282 каталогĕ, Скотт 4125)