Квант (журнал)
Квант | |
---|---|
Ӳкерчĕк:Kvant.gif «Квант» журнал логотипĕ | |
Специализаци: | халăх-ăслăх журналĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | уйăхра икĕ хут |
Чĕлхе: | вырăс |
Тĕп редакторĕ: | С.С. Кротов |
Кăларакан (патшалăх): | (Раççей Федерацийĕ) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1970 çултанпа халиччен |
Тираж: | 5000 яхăн экземпляр |
| |
Веб-сайт: http://kvant.info/ |
«Квант» — физика-математика ăслăхĕсем пирки шкул ачисемпе студентсен журналĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Кванта» пичетлес ĕмĕте пĕрремĕш академик Капица 1964 çулта пĕлтернĕ. 1970 çулăн кăрлач уйăхĕнче вулакансем журналăн пĕрремĕш номерне туянаççĕ. Тĕп редакторĕ пулса ун чухне Кикоин академик ĕçлет, пĕрремĕш çумĕ — академик Колмогоров.
ЮНЕСКО эксперчĕсен хаклавĕпе «Квант» хăй шайĕнче хăй евĕр журнал шутланать.
1990-мĕш çулсенччен журнал кашни уйăх 250—350 пин тиражпа тухнă. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче журналăн тирахĕ сасартăк темиçе пин çитиччен ӳкет. Халĕ вара вăл уйăхне икĕ хут пичетленет, тиражĕ 5000 яхăн экземпляр.
1991—2001 çулсенче «Квантăн» тăван «Quantum»(акăлч.) журналĕ пичетленнĕ, унта акăлчан чĕлхипе «Квантран» суйласа илнĕ статьясене, çаплах американ математикăсен тăван статьисене кăларнă.
Математика ăслăхĕсем пирки урăх журналсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Потенциал (журнал).
- «Математическое Просвещение (журнал)Математическое Просвещение».
- «Математика в школе (журнал)Математика в школе».
- Соросовский образовательный журнал.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Редакци сайчĕ
- Журнал материалĕсен архивĕ
- «Квант» вулавăшĕ
- Аксентьева М С A журналу Квант всего 30 лет! // УФН. — 2000. — Т. 170.