Кембридж университечĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ке́мбридж университечĕ | |
---|---|
Йыхрав | лат. Hinc lucem et pocula sacra, «Çакăнта эпир пĕлӳпе хаклă ăслăх туянатпăр» |
Никĕсленĕ çул | 1209[1] |
Тĕс | халăх |
Президент | Филипп, Эдинбург херчăкĕ |
Студентсем | 18 396[2] |
Юридици адресĕ | University of Cambridge, The Old Schools, Trinity Lane, Cambridge CB2 1TN, UK |
Сайт | http://www.cam.ac.uk |
Ке́мбридж университечĕ (акăл. University of Cambridge, лат. Universitas Cantabrigiensis) — никĕсленĕ çулĕпе Аслă Британин иккĕмĕш, Оксфорд хыççăн, тĕнчере тăваттăмĕш университет; Аслă Британипе Ирландин «ватă университетсенчен» пĕри, тĕнчери паллă университечĕсен йышне кĕрет, элита Рассел ушкăнĕн пайташĕ.
Университет Кембридж хулинчи ăсчахсенчен йĕркеленĕ, кунта вĕсем, çул çӳревсене шĕкĕлчесен, 1209 çулта Оксфордран унти студент хулара пурăнан хĕрарăма вĕлернĕ хыççăн куçса килнĕ[1]. 1214 çулта университет йĕрке-йăлине çирĕплетнĕ. Çав йĕркелĕхпе аслă пĕлӳ керменĕн ректорĕ, вĕренӳ программи тата вĕçĕнче экзаменсем пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче çут тĕнчери мĕнпур пĕлĕве мăнастирсенче пухнă. Мăнастир танлаштарсан, университетра ăслăха, философие, логикăна, математикăна вĕрентнĕ. Кембриджпа Оксфорд университечĕсене пĕрле тăтăшах «Оксбридж» теççĕ. Çак иккĕ университет пĕр-пĕринпе питĕ ăмăртса пурăнаççĕ.
Кембридж университечĕпе çыхăннă çынсем хушшинче 2020 ҫ. 121 Нобель парнин лауреачĕ — çак кăтартупа вăл аслă пĕлӳ шкулĕсем йышĕнче малти вырăнта шутланать[3].
Кембридж университечĕн колледжĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи саманта Кембридж университечĕ йышне 31 колледж, вĕсенчен виççĕшне хĕрарăмсене кăна илеççĕ (Нью Холл, Ньюнхэм тата Люси Кавендиш). Ытти 28 колледжĕ — хутăш. Магдалена колледжĕ юлашки арçын колледжĕ шутланнă, хĕрарăмсене 1988 çулта кăна илме пуçлаççĕ. Икĕ колледжа аспирантсене (акăл. post-graduate students) кăна (Клэр Холл тата Дарвин), тепĕр тăваттăшне ытларах çула çитнĕ студентсене е аспирантсене (graduate) (Хью Холл, Люси Кавендиш, Тс. Эдмунд тата Вулфсон) илеççĕ. Ытти 25 колледжа студентсене те, аспирантсене те йышăнаççĕ.
Кембриджра темиçе теологи колледжĕ, тĕслĕхрен университетпа çыхăннă Кембриджри теологи федерацийĕ урлă Вестминстер тата Ридли Холл колледжĕ.
Колледжсен ят-йышĕ тата вĕсене никĕсленĕ çулсем:
- Peterhouse 1284
- Clare College 1326
- Pembroke College 1347
- Gonville & Caius College 1348
- Trinity Hall 1350
- Corpus Christi College 1352
- Magdalene College 1428
- King’s College 1441
- Queens' College 1448
- St Catharine’s College 1473
- Jesus College 1496
- Christ’s College 1505
- St John’s College 1511
- Trinity College 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. 1546
- Emmanuel College 1584
- Sidney Sussex College 1596
- Downing College 1800
- Girton College 1869
- Fitzwilliam College 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. 1869
- Newnham College 1871
- Selwyn College 1882
- Hughes Hall 1885
- St Edmund’s College 1896
- Murray Edwards College 2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (New Hall) 1954
- Churchill College 1960
- Darwin College 1964
- Wolfson College 1965
- Clare Hall 1965
- Lucy Cavendish College 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. 1965
- Homerton College 1976
- Robinson College 1979
Паллă профессорсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Дэвид Томас Анстед — çак аслă шкулра вĕрнсе тухнăскер, геологи профессорĕ, темиçе вун монографи авторĕ.
- Стивен Хокинг — теориллĕ физикă профессорĕ, тĕнчипе паллă ăслăха саракан ăсчах.
- Джеймс Паундер Уитни — чиркӳ историн профессорĕ, «Вăтам ĕмĕрсен кембридж историн» пĕрремĕш виççĕ томĕсен редакторĕсенчен пĕри.
- Р. О. Редмен — астрофизика профессорĕ.
- Фрэнк Эдкок — авалхи истори профессорĕ, Авалхи тĕнчен кембридж историн» пĕрремĕш кăларăмĕн редакторĕсемпе авторĕсенчен пĕри.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 A Brief History: Early records. University of Cambridge. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 17 Ҫурла уйӑхӗн 2008.
- ^ Table 0b - All students FTE by institution and level of study 2004/05 (Microsoft Excel spreadsheet). Higher Education Statistics Agency. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008.
- ^ Страница Нобелевских лауреатов университета. University of Cambridge. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 13 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кембридж университечĕ // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур University of Cambridge(акăлч.) Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|
Ку вĕренӳ шкулĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |