Кемпер (хула)

Кемпе́р (фр. Quimper, брет. Kemper) —Франци анăçĕнчи Бретань хули, Финистер департаменчĕ, Кемпер тăрăхĕ. Яланхилле регионăн тĕп хули — Корнуай. Бретанин анăçĕнче, Стейр, Оде тата Же юханшывсем пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă (бретоньле Kemper — «юханшывсен пĕрлешĕвĕ»). Таса Корентин никĕсленĕ мăнаçтăр çумĕнчи ялран пуçланса кайнă.
Халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Йышĕ — 64 пине яхăн. Текстиль тата хими промăçлăхĕн центрĕ. Çаплах кемпер фаянсĕпе паллă. Хулара Университетăн Технологи институчĕ ĕçлет.
Кемперте çулсерен Корнуай фестиваль пуçтарăнать.
Кемперăн тăванлă хулисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |