Бретань
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Бретань | |
---|---|
Хыпар | |
Тĕп хула: | Ренн |
Халăх: — Пурĕпе — Халăх йышлăхĕ |
|
Лаптăк |
|
Официаллă ячĕ | Бретань регионĕ |
Герб | Питлĕх çинче юссем |
Йыхрав | Намăс вырăнне вилĕм |
Эмблема | Утёсник |
Официаллă чĕлхе | Франци чĕлхи |
Регион чĕлхи | Бретон |
Франци картти çинче вырнаçăвĕ | |
Брета́нь (фр. Bretagne, брет. Breizh; галло Bertaèyn) — Францин çурçĕр-анăçĕнчи регион, пĕр ятлă истори облаçĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бретань Арморикан массивĕн пайĕ шутланать, çакна пула вăл çутçанталăк енĕпе пĕрле курăнать. Çăк массив тӳрем пулать, унăн çӳллĕшĕ вăтамран, 104 метртан ытла мар. Ку Франци регионсенчен чи авалли шутланать: унăн кун-çулĕ палеозой эрăчченех пуçланнă.
Бретань — çурутрав, Атлантика океанĕ унăн 4/5 периметр çыранне хупăрлать, тĕрлĕ рельефлă çыран йĕрĕ 3 000 км тăсăлать. Океан семне пула, Бретаньре çемçерех хĕлсем (çулта 27 сивĕ кун Сен-Бриёре) тата вăтам шăрăх çусем. Çуркунне ирех пуçланать, пуш уйăхĕнченех, анчах вăраха тăсăлать. Çак чи селĕм тапхăр: дрок тата утесниксем чечекленеççĕ.
Нӳрĕкĕ сахал ӳкет (Роскофф: 760 мм), çӳлĕшсенче нумайрах — 1 000 мм ытла. Нӳрĕк сивĕре ӳкет. Çилсем кунта çыран хĕрринче хаяррăн касаççĕ, çурутравăн ăшĕнче вăрмансенче хăвăрт ачашланаççĕ.
Бретань — Франци метрополин чи анăç пайĕ, унăн территоринче Уэссан утравĕсем тата Пуэнт-де-Корсан сăмсахĕ (континентри) вырнаçнă.
Административлă пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бретань шутне тăватă департамент кĕрет:
№ | Ячĕ | Тĕп хула |
---|---|---|
35 | Иль тата Вилен (фр. Ille-et-Vilaine, брет. Il-ha-Gwilen) | Ренн (фр. Rennes, брет. Roazhon) |
22 | Кот-д'Армор (фр. Côtes-d’Armor, брет. Aodoù-an-Arvor) | Сен-Бриё (фр. Saint-Brieuc, брет. Sant-Brieg) |
56 | Морбиан (фр. Morbihan, брет. Mor-Bihan) | Ван (фр. Vannes, брет. Gwened) |
29 | Финистер (фр. Finistère, брет. Penn-ar-Bed) | Кемпер (фр. Quimper, брет. Kemper) |
Символика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бретань ялавне — «Gwenn ha du» (тӳррĕн куçарсан — «шурăпа хĕрлĕ») 1923 çулта Морван Маршаль хайланă. Таватă шурă йăрăм бритт регионĕсемпе епископлăхĕсене — Леон (фр. Leon), Трегор (фр. Tregor), Корнуай (фр. Cornouaill), тата Ванн регионне (фр. Vannetais) пĕлтереççĕ. Пиллĕк хура йăрăм галлопа пуплекен регионсемпе епархисене: Ренн (фр. Rennes), Нант (фр. Nantes), Дол (фр. Dol), Малуин (фр. Malouin) тата Пентьевр (фр. Penthievre) кăтартать. Юса херцăк ялавĕнчен илнĕ.
Наци гимнĕ: Bro Gozh ma zadou (Аттесен авалхи çĕрĕ). Таса пирĕшти: Таса Ив / Sant Erwann / St.Yves Helori. Уяв — çăвăн 19-мĕшĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]440 — 600 çулсенче Британи утравĕсенчен темиçе хумпа бриттсем куçса килеççĕ. Франксемпе вăрçса бретонсем хăйсен ирĕклĕхне сыхлаççĕ, çитес пинçуллăхра Бетань ирĕклĕ херцăклăх пулса тăраь.
Вăтам ĕмĕрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам ĕмĕрсенче Бретань Франципе Англи хушшинче явкаланнă. 1532 çулта вăл Францие кĕрет.
Çĕнĕ тата Çĕнĕрех самантсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1963 çулта Бретань никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен Бретань ирĕклĕх фрончĕ йĕркеленет. 1964 çулта Бретань автономишĕн тăракан «Демократи Бретонь Пĕрлĕхĕ» политика партине туса хунă.
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арморикăра яланах вăрман ӳснĕ, халĕ ял хуçалăхпа промăçлăх ĕçĕсене пула, вăрман тăрăхĕ сайраланать — çапах та, малтанхи пекех, Бретанин чылай çĕр питне хуплать. Броселианд вăрманĕ халапсене кĕнĕ.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бретанĕн чи паллă вырăнĕ — Карнак ялĕнчи менгирсем, вĕсен йышĕ 3000 яхăн. Вĕсене пирĕн эрăччен 6-3 пин çуллăхсенче никĕсленĕ, çавăнпа та вĕсем пирки урăх хыпар çук.
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бретонсем çĕршыври чи маттур моряксем тата пулăçсем шутланаççĕ. Бретанин паллă промăçĕ — бассейнсенче — «устрица паркĕсенче» — тĕрлĕ устрицăсемпе ракушкăсене ĕрчетесси.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Tourisme et Loisirs en Bretagne (фр.)(акăлч.)
- Русская версия гимна Бретани (выр.)
Франци регионĕсем |
||
---|---|---|
Регионсем |
Аквитани • Бретань • Бургунди • Тури Норманди • Иль-де-Франс • Корсика • Лангедок — Руссильон • Лимузен • Лотаринги • Анат Норманди • Нор — Па-де-Кале • Овернь • Пикарди • Прованс — Альпы — Лазурь Çыранĕ • Пуату — Шаранта • Рона — Альпы • Луара çĕрĕ • Франш-Конте • Центр • Шампань — Арденны • Эльзас • Юг — Пиренеи | |
Регионсем | ||
Тинĕс лешьен регионĕсем |