Кивĕ Ахпӳрт вăтам шкулĕ
Кивĕ Ахпӳртри вăтам шкул | |
Никĕсленĕ | 1898 |
---|---|
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Кивĕ Ахпӳрт, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен |
Кивĕ Ахпӳрт вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ статус пулнă, тĕрлĕ ятпа çÿренĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шкула 1899 çулта уçнă тесе шутлаççĕ. Анчах та кăна палăртакан хутсем тупма пултарайман. Н. Баженовăн 1900 çулта тухнă «Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбирской губернии» кĕнекинче хăш ялсенче шкул пуррине кăтартнă. Кивĕ Ахпӳрт ялĕ Тури Туçа ялне кĕнĕ. Унта Туçа земство училищи тата 1900 çултанпа ĕçлекен хĕрачасем валли вĕренӳ шкулĕ пурри çинчен çырнă. Çав кĕнекерех халĕ Елчĕк районне кĕрекен Аслă Пăла Тимеш тата Кушкă ялĕсенче шкулсем пурри çинчен çырнă. 1904 çулта çырнă Пăва земствин пухăвĕн заседаниĕсен журналĕнче те шкул пурри çинчен çырман. Ялта 1904 çулта 40 вырăнлĕ шкул уçма палăртнă тесе анчах çырнă. 1904 çулта ялта 21 шкул çулне çитнĕ 21 арçын ача тата 18 хĕрача пулнă.
1898 çултанпа шкула вăтам шкул туса хунă.
Директорсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Директор вырăнĕнче нумай хушă Павлов Александр Алексеевич тата Сугутский Пётр Павлович ĕçленĕ.
Вĕрентекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Рыбкина Ольга Николаевна — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ верентекенĕ;
- Салмин Александр Николаевич — çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ;
- Карягина Валентина Александровна — çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ;
- Каргин Фёдор Дмитриевич — çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ;
- Рыбкин Пётр Васильевич — çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку пĕлӳ илни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |