Кирюшкин Иван Сергеевич
Иван Кирюшкин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Кирюшкин Иван Сергеевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1919, юпа, 23 |
Çуралнă вырăн: | Ялавăр ялĕ, Сенгилей районĕ Чĕмпĕр облаçĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1996, раштав, 6 |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи |
Жанр: | поэзи, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |

Кирюшкин Иван Сергеевич (1919 çулхи юпа, 23, Чĕмпĕр облаçĕ, Сенгилей районĕ, Ялавăр ялĕ — 1996, раштав, 6) — чăваш, сăвăçи, журналисчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1996). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[1].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иван Кирюшкин 1919 çулта юпан 23-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Сенгилей районĕнчи Ялавăр ялĕнче çуралнă.
Чĕмпĕрти И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. ССКП ТК çумĕнчи Аслă парти шкулĕнче вĕренсе тухнă.
Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен пĕрлĕх канашĕн, çаплах Чăваш нации конгресĕн Мăн Канашĕн пайташĕ пулнă.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хаçатсен редакцисенче вăйне хунă. Сăвăсене шăрçаланă.
Чĕмпĕрте Чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ пĕрлĕх-культура центрне йĕркелекенĕ, унăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Вăл тăрăшнипе Чĕмпĕр енре чăвашла «Еткер» телеярăмпа «Канаш» хаçат тухма тытăннă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1919 çулта çуралнисем
- Юпан 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 2014 çулта вилнисем
- Раштавăн 12-мĕшĕнче вилнисем
- Пайăр çынсем:Сенгилей районĕ