Князькин Николай Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Николай Григорьевич Князькин
200px
Çуралнă вăхăт 1919 çул, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Кивĕ Улхаш ялĕ
Чăнлă районĕ РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1943 çул, чӳкĕн 6-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Хотив, Киев облаçĕн Киево-Святошин районĕ, Украина
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ танк
Хĕсмет çулĕсем 1939-1943
Хисеп
Аслă сержант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Николай Григорьевич КнязькинСовет Союзĕн Паттăрĕ, аслă сержант, танкист. Вăл 1919 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Чăваш. 1934-мĕш çулта тăван ялта 7-çулхи шкул пĕтернĕ. "Труд" колхозра шофер пулнă, 1938-мĕш çулта вербовкăпа Иркутск хулине кайса шофер пулса ĕçлет. 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Вăрçă пуçлансан механик-водителе вĕренме яраççĕ, кайран уралти танк тăвакан завода куçараççĕ.

Пĕр тăванĕ вилсен хăйне фронта яма ыйтать. Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне, Букрин тата Лютеж плацдарăмĕсенчи çапăçусене хутшăнать.

Кейӳ облаçĕнчи Мироново районĕнчи Малый Букрин патĕнчи çапăçура 2 тупă, 2 перекен вырăна, ротăна таран пехотăна пĕтерет. Хотив ялĕ патĕнчи çапăçура 2 тупă, 30 таран лаша урапи тата тăшманăн 3 огнеой точкине пĕтерет. Çав çапăçура вилет. Хотив ялĕнче пытарнă[1], [2].

Чыславĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ [3].
  • Ленин орденĕ.
  • Кивĕ Улхашра ăна асăнса урам ятне панă, ял варринче палăк лартнă. Иркутск хулинчи мемориалта ун ятне асăннă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ Фотолетопись "Ульяновцы: путь к победе"
  3. ^ www.podvignaroda.ru/

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Во славу Родины (1941—1945). М., 1961.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Кузнецов И.И. Золотые звезды иркутян. - Иркутск, 1982.
  • Малыгин К.А. В центре боевого порядка. М. Воениздат. 1986.
  • Ульяновцы в боях за Родину. 2-е изд. Саратов, 1964.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Князькин Николай Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче