Кивĕ Улхаш
Ял
Кивĕ Улхаш Кivĕ Ulhаš
Кивĕ Улхаш
|
Кивĕ Улхаш, Кivĕ Ulhаš (выр. Старые Алгаши) — Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн ялĕ. Юлашки вунăçуллăхсенче халăх шучĕ çав тери хытă чакнă пулин те, пурпĕрех тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри пулса тăрать-ха. Вăл — Улхаш ял тăрăхĕн тĕп ялĕ. Çавна май кунта вăл тытăмăн тĕп кантурĕ вырнаçнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрмансăр, уй-хирлĕ, ана-çранлă вырăн. Ял, Чăнлă шывĕн, тĕпрен илсен, сылтăм, хĕррипе, сахалтан та тăватă çухрăма çити тăсăлать. Аслă Накаткинран, район центрĕнчен, 22 километр çурçĕр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1960-мĕш çул тĕлнелле халăх йышĕ Кивĕ Улхашра 4000 (тăватă пин) çынна çитнĕ[1]. 1989-мĕш çулта ялти 720 килте 2256 çын пурăннă. Çавăн пекех 2009-мĕш çулта 1742 çын тесе палăртни те пур[2].
Кивĕ Улхашра ак çапла вырăсла ятсемлĕ урамсем пур: улица 1-я Куликовская, улица 2-я Куликовская, улица Базарная, улица Богдашкинская, улица Верхне-Казанская, улица Верхняя, улица Высельская, улица Голубковский Порядок, улица Князькина, улица Колхозная, улица Комсомольская, улица Кооперативная, переулок Кооперативный, улица Куликовская 1-я, улица Куликовская 2-я, переулок Малоречный, переулок Малоречный, улица Мельничная, улица Мира, улица Набережная, улица Набережный Спуск, улица Наша Марка, улица Нижне-Казанская, улица Овражная, улица Огородный Спуск, улица Пионерская, улица Пионерский Порядок, улица Полевая, улица Пригородная, улица Садовая, улица Свободы, улица Серп и Молот, улица Советская[3]. Асăннă урамсен чăвашла ячĕсем епле пулни паллă мар, весене халлĕхе тупса палăртайман.
Вырăсла ятсене илес пулсан, унта тĕлĕнтермĕшсене курма пулать. "Улица 1-я Куликовская", "улица 2-я Куликовская" текеннисем çеç мар, "улица Куликовская 1-я", "улица Куликовская 2-я" ятлисем те пур иккен: майлашусене тепĕр май çавăрса лартнă те — урăх урамсем пулса тăнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла XVII ĕмĕртен каярах мар никĕсленĕ[1]. Çав вăхăтрах, П.Л. Мартынов историк шучĕпе, Хаяр Иван патша Хусана иличченех ял пулса кайни пирки калакан халăх халапĕсем те пур[1]. Ял ячĕ пирки калас пулсан вара, чăн та, "Улхаш" текен элемент (топоформант) хальхи Чăваш республикин территорийĕнче час-часах тĕл пулать. Вирьял тăрахĕнче вăл, унти диалектпа килĕшÿллĕн, "Олхаш" е "Олкаш" евĕрлĕрех илтĕнме пултарать. Вăл сăмах мĕне пĕлтерни тĕп-тĕрĕссĕн паллă мар. Улпресса сайт çапла пĕлтерет[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В 1723 году в селе Старые Алгаши было 88 дворов, в 1834 году — 213 дворов, в которых проживало 1545 человек.В 1848 году из соседней деревни Большая Цильна в село перевели 12 душ (4 двора) татар и выделили им в пользование участок в 186 десятин 672 сажени земли.
До 1860-х гг. удельные крестьяне занимались земледелием, животноводством. При освобождении крестьян (1861 год) Алгашинское общество состояло из 835 ревизских душ (242 двора).<Куçару: 1723-мĕш çулта Кивĕ Улхашра 88 кил пулнă, 1834-мĕш çулта — 213 кил, вĕсенче 1545 çын пурăннă. 1848-мĕш çулта кÿршĕри Аслă Чăнлă тутар ялĕнчен 12 чун (4 кил) куçарса килнĕ те вĕсене усă курма 186 теçеттинте 672 чалăш çĕр уйăрса панă. 1860-мĕш çулсемччен утел хресченĕсем çĕрĕçĕпе, выльăх ĕрчетессипе пурăннă. Хресченсене ирĕке кăларнă çул (1861) Улхаш пĕрлĕхĕ 835 ревизла чунран (242 кил) тăнă.>
Чăн малтанах кивĕулхашсем халăхăн йăлари тĕнне ĕненекенсем (киреметçĕсем) пек шутланнă. Ирĕксĕртен тĕне кĕртесси 1820-1850-мĕш çулсенче çеç пулса иртнĕ. 1840-мĕш çулта Турамăшĕн Турăшĕн "Мĕнпур хурланакансен Савăнăçĕ" чиркĕвне туса лартнă. 1849-мĕш çулта çав чиркÿ вăйлă çилпе сиенленнĕ те ăна тепĕр çулхинех юсаса йĕркене кĕртнĕ. 1868-мĕш çулта вара çăв чиркÿ пушарпа кĕлленĕ. Ăна каллех тепĕр çултанах çĕнĕрен тунă. Çапла вăл вара 1930-мĕш çулчченех, ăна хупиччен, ĕçленĕ. 1989-мĕш çулта çĕнерен туса лартнă. Халичченех ĕçлет.
Ытла та пысăккине кура яла 1891-мĕш çултанпа ятарлă пухупах çирĕплетсе икĕ пая пайланă пулнă: пĕр пайне Тури Кăрмăш, теприне Анатри Кăрмăш тенĕ. Кашни пайĕнчех хăйне уйрăм староста пулнă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен (1914-[х1918]]) 22 çын яла таврăнман, вĕçем çапăçусенче пуçĕсене хунă. Каярахри Граждан вăрçинче 16 çын вилни паллă.
XX ĕмĕрти истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1900-мĕш çул тĕлне Кивĕ Улххашри 460 килте 2700 çын (1338 арçын тата 1362 хĕрарăм) пурăннă[1]. Суту-илӳ тата тăвăмлăх йĕркелĕмĕсем (вăл шутра — тĕрлĕ йышши армансем), миссионерсен Православи пĕрлĕхĕн кĕнеке управĕ пулнă. Паллă пуянсенчен Петрушка ятпа çÿренĕ Петр Юманова асăнмалла. Вăл 60 теçеттин çĕрпе усă курнă, ун патĕнче темиçе теçетке çын тара кĕрĕшсе ĕçленĕ.
Çутĕç тата культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арçын ачасене вĕрентекен шкул ялта 1840-мĕш çулта уçăлнă. Унăн статусĕ, официаллă ячĕ мĕнле пулни паллă мар. 1896-мĕш çулта чиркÿ-приххут шкулĕнче хĕрачасене те вĕрентме пуçланă.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кивĕ Улхашра чылай хушă чăваш культурин паллă ĕçлевçи Виталий Семёнович Юмарт (Чекушкин) (1938-2013) ĕçлесе пурăннă.
- XXI ĕмĕрте Каспи тинĕсĕнче Кивĕ Улхашран тухнă паллă çын ятне панă "Никифор Шуреков" ятлă карап пулать[1].
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шуреков Никифор Александрович (1916-2010) — геологи-минералоги ăславĕсен докторĕ[4].
- Князькин Николай Григорьевич (1919-1943)-Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Корсаков Николай Иванович (03.11.1929-20.10.1981) — ăславçă, ялхуçалăх ăславĕсен докторĕ.
- Эндюськин Петр Николаевич (17.06.1935 çур.) — ăславçă-химик (эколог).
- Керимов Николай (ашшĕ ячĕ паллă мар) — марафон тата çурма марафон енĕпе ăнăçлă спортсмен.
- Курайкин Николай Николаевич (20.08.1937 çур.) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулнă[5].
- Маркова Клавдия Ивановна (25.07.1934) çур.) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Маля Иван Николаевич (10.02.1939-?) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ, юлашки сулĕсене (пенсие тухсан) Чĕмпĕрте пурăннă.[5].
- Кадебин Николай Константинович (01.01.1944 çур.) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Эльмуков Михаил Николаевич (17.11.1946 çур.) — пенсири инженер, Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Шываева Людмила Михайловна (29.10.1956 çур.) — культура ĕçлевçи, Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Микка Римма Ильинична (23.06.1955 çур.) — пенсири вĕрентевçĕ, Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Енилов Владимир Петрович (24.08.1954 çур.) — Чăнлă районĕн хисеплĕ элтешĕ[5].
- Майрабеев Георгий Васильевич[6]
- Удалова Ирина Витальевна (22.03.1974 çур.) — Кÿкеçри Н.Я.Бичурин музейĕн директорĕ[7].
- Картюков Петр Семенович (1925 çур.) — ÿнерçĕ.
- Сваев Владимир Ильич (1943-2016)
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Матвеев Г.Б., Долгова А.П. Кивĕ Улхаш — Электронла Чăваш энциклопедири статья.
- Кадебин, Николай. СТАРЫЕ АЛГАШИ (КИВE УЛХАШ) (очерки по истории села). Симбирск, Печатный двор. 2004. ISBN: 5-7572-0141-X ББК: Т3(2Р-4Ул-2Старые Алгаши)0,02 УДК: 9(С.)
- Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
- Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
- Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
- Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
- Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
- Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
- Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.
- Алеева, Л. Упа, тилĕ, куян... тата ыттисем : кивĕ Улхашри хушаматсен историйĕ / Л.Алеева // Канаш (Ульяновск обл.). - 2000. - 25 çурла. - С. 3.
- Народы и конфессии Ульяновской области в начале XXI века. Фотоиллюстративный альбом/ Анисимова Е.Ю., Бузинова А.А., Идиатуллов А.К., Канцерова И.Е., Кобзев А.В., Ротова А.А., Русин Д.В.; под ред. Кобзева А.В., Русина Д.В. – Ульяновск: «НИИ истории и культуры имени Н. М. Карамзина», 2015. – 112 с. Вне плана
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Костинсем: Николай тата Светлана. Çĕнĕ Улхаш ялĕ. — "Улпресса" сайтран.
- ^ Кивĕ Улхаш. 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Карта село Старые Алгаши в Ульяновской области.(ĕçлемен каçă)
- ^ Андрбаев Н.А. Шуреков Никифор Александрович. — Электронла Чăваш энциклопедири статья.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Почётные граждане. Список лиц, которым присвоено звание «Почётный гражданин Цильнинского района»
- ^ ГЕОРГИЙ МАЙРАБЕЕВ – ЧĂНЛĂ РАЙОНĔН ХИСЕПЛĔ ÇЫННИ(ĕçлемен каçă) — Канаш хаçат 1467-МĔШ (2018.04.06) КĂЛАРĂМ
- ^ Структура » Удалова Ирина Витальевна, Директор — БУК ЧЕБОКСАРСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МУЗЕЙ «БИЧУРИН И СОВРЕМЕННОСТЬ" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăнлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Александровка • Анатри Тимĕрçен • Аслă Накаткин • Арбузовка • Арбузовски • Беленки • Будённовка • Буйковка • Богородски-Репьёвка • Вăта Тимĕрçен • Вольски • Вырăс Чăнлă • Гафидовка • Герасимовка • Дубравка • Каша Уйăрăшĕ • Ирçел • Источник • Йĕпе Пăкăрна • Карабаевка • Каша • Кашинка • Кĕçĕн Накаткин • Кĕçĕн Чăнлă • Кивĕ Никулино • Кивĕ Улхаш • Клин • Крестниккав • Кунтиккав • Марьевка • Норовка • Орловка • Пилюгино • Пухтел • Погребы • Покровски • Растовка • Сала • Садки • Сахалин • Солнце • Çĕнĕ Ирикеево • Çĕнĕ Никулино • Çĕнĕ Улхаш • Телешовка • Типĕ Пăкăрна • Тимофеевка • Тутар Каши • Хирти Анниккав • Хирти Репьёвка • Чăмпаль • Чăвашкасси • Чăнлă • Устеренка • Шишовка • Дубенки |
Чĕмпĕр облаçĕн чăваш ялĕсем |
|
---|---|
Чăнлă районĕ: Чăнлă • Анатри Тимĕрçен • Вăта Тимĕрçен • Ирçел • Каша • Кивĕ Улхаш • Кунтиккав • Пухтел • Чăвашкасси • Клин • Орловка • Вольски • Солнце • Çĕнĕ Улхаш Мелекес районĕ: Сапаккел • Эврел • Чăваш Сăскан • Çӳлти Мелекес • Филипповка • Моисеевка • Кивĕ Сахча • Çĕнĕ Сахча • Чăваш Аппакĕ Çĕнĕ Малăклă районĕ: Упамсар • Ямпак • Курахви • Малаел • Эрсел • Салаван Сенгилей районĕ: Кĕçĕн Каша • Ялавăр • Уличе • Анатьял Тереньга районĕ: • Кукка • Хветĕрьел • Патуел Чартаклă районĕ: Чăваш Калмăйăр • Нараткӳл Николаевка районĕ: Эcеккел • Чăваш Саймал • Кочкарлей Барыш районĕ: Аслăял • Сантряпуç • Хушçырми • Хĕрлĕ Барыш • Емелей • Кивĕ Саватер • Çтаппаньял • Ĕшке • Садовый • Орлово • Елховка • Хура Çырма |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Халăх йышне кăтартман пурăнан вырăнсем
- Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статьясем
- Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем
- Чĕмпĕр облаçĕн ялĕсем
- Аякри чăваш ялĕсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer