Кожикоде

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Хула
Кожикоде
малаялам കോഴിക്കോട്
акăл. Kozhikode
Патшалăх Ĕнчĕ
Штат Керала
Тăрăх Кожикоде (тăрăх)
Координатсем 11°15′ с. ш. 75°46′ в. д. / 11.250° с. ш. 75.767° в. д. / 11.250; 75.767 (G) (O) (Я)Координатсем: 11°15′ с. ш. 75°46′ в. д. / 11.250° с. ш. 75.767° в. д. / 11.250; 75.767 (G) (O) (Я)
Пĕрремĕш асăну VII ĕмĕр
Хула  Хула
Вăхăт тăрăхĕ UTC+5:30
Почтă индексĕсем 673001
Автомобиль кочĕ KL 11
Официаллă сайчĕ http://kozhikode.nic.in/
КожикодеĔнчĕ çинче
Red pog.png
КожикодеКерала çинче
Red pog.png
Calicut Beach.jpg

Кожикоде (малаял. കോഴിക്കോട്, англ. Kozhikode), малтанхи ячӗ Каликут (акӑлч. Calicut, тата Каликат), — Малабар ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Индири Керала штачӗн хули. Халӑх шучӗ — 437 пин ҫын (2001).

Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

VII ĕмĕрте Кожикоде хулара арап сутăçĕсем пурăннă, XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кунти порта Чжэн Хэ китай тинĕс çӳревçин флотилийĕ килнĕ. 1498 çулта кунта Васко да Гама португал карапĕсем килнĕ. Португалсем çак Инди океанĕнчи суту-илӳ центрне ярса илесшĕн пулнă. Диу патĕнче çĕнтерсе 1511 çулта форт тусан хăйсен тĕллевне çитнĕ.

1525 çулта вырăнти заморин титулне тивĕçнĕ раджа потугалсене Каликутран кăларса ярать. 1615 çул тĕлнелле Каликут пирки акăлчансем кăсăкланма тытăннă. 1664 çулта Британ Тухăç-Ĕнчĕ компанийĕ кунта суту факторине уçнă.

XVIII ĕмерĕн тăршшипех Каликутшăн акăлчансемпе голландсем, франссем, датчансем те тупăшнă. 1765 çулта майсур тытăмçи Хайдер Али, кунта европейсем хуçаланнипе тарăхнăскер, Каликута ухтарса çунтарса янă.

Кожикоде акăлчансен аллине куçсан (чăннипе — 1790 çулта, юридицилле — 1792 çулта) хулана çĕнĕрен никĕслесе хăпартнă. Çавăнпа та хальхи хулара историпе архитектура палăкĕсем сахал йышлă. 1968 çулта Каликут университетне уçнă.

Паллӑ ҫынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]