Керала

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Керала (малаялам കേരളം; Keralam) — Индин кăнтăр енчи штачĕ. Тĕп & шĕкĕр хула — Тируванантапурам (Тривандрам), Кочи (Кочин).

Халăх йышĕ, хула тытамĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăхĕ —31,839 млн çын (штатсем хушшинче 12-мĕш вырăнта (2001). Официаллă чĕлхи — малаялам.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Территорин лаптăкĕ — 38 863 çм² (21-мĕш вырăн).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Политика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Керала районĕсем

1957 ç. штат ассамблейин суйлавĕнче историре пĕрремĕш хут Инди коммунисчĕсен партийĕ (ИКП) çĕнтерчĕ. Çавăнтанпа штата умлă-хыçлă Инди наци конгресĕпе сулахай партисем (КПИ, Инди коммунисчĕсен партийĕ (марксисчĕсен) (КПИ(М)), тата ыттисем ертсе пыраççĕ.

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Керала штачĕ халăх çырăва пĕлнипе Индире пĕрремĕш вырăнта (90 % ытла). Çакăнсăр пуçне, çак штатра хĕрарăмсен шучĕ арçынсенчен чылайрах. Хуçалăх ĕçлĕхĕ енчен Керала малта утакан штат пулаймасть. Коммунистсем 60-мĕш çулсенче çĕр ĕçĕн йĕркелĕхне çĕнетнĕ пулин те, çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхĕ ытла нумай. Промăçлăхĕ начар аталаннă, уйрăмах юнашар Тамилнадпа танлаштарсан. Штат тухăçĕсен чылай пайĕ ют çĕрсенчен куçарнă укçăсем (кералсем, çутĕç енĕпе малта пулнипе, арап çĕршывĕсенче ĕçлеççĕ). Çулçӳревлĕх те штат хуçăлăхне тытса тăрать. Помимо Пляж канăвĕсер пуçне, çулçӳревçĕсене çутçанталăк управĕсем илĕртеççĕ, çаплах инди йăлиллĕ медицина клиникисем (Керала Аюрведа медицина сиплĕвĕн тăван çĕрĕ пулать) паллă шутланаççĕ.

Этеплĕх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чаплă вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сент-Анджело çумĕнчи пляж. Керала.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]