Контент патне куҫ

Коккинаки Владимир Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Константинович Коккинаки
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ
Ҫуралнӑ вырӑн Новороссийск РСФСР
Вилнӗ вӑхӑт 1985 çул, кăрлачăн 7-мĕшĕ
Вилнӗ вырӑн Мускав
Пӑхӑнулӑх СССР
Ҫар ӑрачӗ авиаци
Хӗсмет ҫулӗсем 1925-1985
Хисеп
Генерал-майор
Генерал-майор
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕЛенин орденĕЛенин орденĕЛенин орденĕ
Ленин орденĕЛенин орденĕОктябрь Революци орденĕХĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕХĕрлĕ Ялав орденĕХĕрлĕ Çăлтăр орденĕХĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕХĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Владимир Константинович Коккинакивĕçевçĕ-тĕпчевçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (1938, 1957), СССР тава тивĕçлĕ вĕçевçĕ-тĕпчевçи (1959), авиаци генерал-майорĕ (1943). Владимир Константинович 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Новороссийск хулинче çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Мускавра унăн чĕри тапма чарăннă.

Пурнăçĕнчи ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1936 çулхи ака, 20 кунĕнче çĕршывра пĕрремĕш Нестеров ункине икĕмоторлă самолёт çинче вĕçевре туса кăтартнă.
  • 1938 çулхи çĕртме, 27-28 ЦКБ-30 «Москва» самолёт çинче А.М. Бряндинский штурманпа пĕрле пĕр анса лармасăр Мускавран – Аякри Тухăçа 7580 çм вĕçсе тухнă.
  • 1939 çулхи ака, 28-29 ЦКБ-30 «Мускав» самолёчĕ çинче М.Х. Гордиенко штурманпа пĕрле Мускавран АПШ-на çити пĕр анмасăр 8000 км вĕçсе çитнĕ.

Коккинаки 22 тĕнчери рекордсене пурнăçа кĕртнĕ.

Çĕнĕ тĕслĕ самолетсене тĕпчекенсен пуçлăхĕ (1941-1945) пулса ĕçленĕ. Тĕнчери авиаци федерацийĕн вице-президенчĕ (1961), президент, 1968 çулхи раштав уйăхĕнчен — хисеплĕ президенчĕ.

  • Ленин премийĕ (1960).
  • Ленин орденĕ
  • Октябрь Революци орденĕ,
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 3 хут,
  • 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçи орденĕ, икĕ хут
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,тăватă хут
  • медальсем,
  • ютçĕр чап паллисем.
  • 1965 çулта ФАИ Авиацин Ылтăн медальне тивĕç пулнă.