Контент патне куҫ

Контаминаци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Контамина́ци (лат. contaminatio — пăтраштарни) — чĕлхе пĕлĕвĕнче: сăмахсемпе вĕсен пĕлтерĕшесем пăтрашăнса кайнипе чĕлхере çĕнĕ пулăм е форма сиксе тухни. Тепĕр чухне ку япала хăй тĕллĕн, спонтанлă майпа пулать, хăш чухне сăмах ăстисем хăйсем юри çапла хăтланаççĕ. Акă чĕлхере çыравçă сăмах пур. Унăн тымарĕ çăр- тенине çывăххине курнă та, вара кулăш сĕмĕллĕ çăравçă сăмах шутласа кăларнă ("начар çыракан çыравçă" пĕлтерĕшпе). Кунта шăпах çыр- тата çăр- тымарсем çывăххи тата вĕсем "пăтрашăнма пултарни" малта тăрать. Çавна кура кулăш эффекчĕ сиксе тухать.

Темиçе чĕлхери пулăмсем пĕр-пĕринпе пăтрашăнса пĕтнипе пулнă контаминацисем те питĕ кăсăклă. Çулавăç ята (хальхи Элĕк районĕнчи ял) вырăссем Село Устье тенĕ пек илтнĕ те, хайхи яла чăнах та Устье темешкĕн пикеннĕ. Халь тутарсем "Устье" тенине тÿреммĕн вырăсларан хăйсен чĕлхине куçарнă та, "Тамак" пулса тăнă. "Çулавăç" тата "Тамак". Мĕн çыхăнтарать вĕсене? Пĕтĕмпех пăтрашăнса-вараланса пĕтнĕ.

  • Культура русской речи: Энциклопедический словарь-справочник / Под. ред. Иванова Л. Ю. и др.. — М., 2011. — 840 с. — ISBN 978-5-89349-389-4.
  • Лаврова, Наталия Александровна. Контаминация в современном английском языке. — М.: Прометей, 2012. — 220 с. — ISBN 9785704222781.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]