Контент патне куҫ

Корей чӗлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Корей чӗлхи
Тăван ячĕ: 조선말/朝鮮말, 한국어/韓國語
Патшалăхсем: КХДР, Корей Республики, КХР, Япони, АПШ, РФ, Канада
Официаллă статус: КХДР КХДР
Корей Республики Корей Республики
Калаçакансен пур йышĕ: 78 млн ҫын
Рейтинг: 15
Статус: хӑрушсӑрлӑхра
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Изолят
Çырулăх: хангыль, ханча
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1: ko
ISO 639-2: kor
ISO 639-3: kor
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Корей чӗлхи (Корейле, КХДР-нче — 조선말/朝鮮말 чосонмаль, Корей Республикинче — 한국어/韓國語 хангуго) — корей халӑхӗн чӗлхи. КХДР-нче тата КР-нче патшалӑх чӗлхи. КХР-нче, АПШ-нче, РФ-нче, Японире, Вӑтам Азин ҫӗршывӗсенче кӑшт сарӑлнӑ. Корей чӗлхипе калаҫакан ҫынсен йышӗ — 78 миллион ҫын.

Корейле ку уйрӑмлатнӑ чӗлхе. Грамматика тытӑмӗпе вӑл агглютинативлӑ чӗлхе, сӑмахсен йӗрки — субъект-объект-глагол[1].

Ҫурҫӗр Корейре тата Кӑнтӑр Корейре корейле пӗр танлӑ мар, корей чӗлхин диалекчӗсем пур.

Хальхи вӑхӑтра корей чӗлхипе ҫырнишӗн хангыль ҫырулӑхӗ усӑ курать. Иртнӗ вӑхӑтра китай иероглифӗсем (ханча) усӑ курнӑ.

Диалектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Корей чӗлхин диалекчӗсем

Ҫурҫӗр Корей литература корей чӗлхи Пхеньян диалекчӗнчен, Кӑнтӑр Корей литература корей чӗлхи Сеул диалекчӗнчен тухнӑ. Диалектсем Коорей ҫурутравӗн ытти вырӑнӗсенче пур. Тата диаспорӑри корейсен уйрӑмлӑ диалектсем пур — совет корейӗсен диалекчӗ, китай корейӗсен диалекчӗ, дзайнити диалекчӗ.

Чӗлхен хӑй ячӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1945 ҫулччен чосонмаль (кор. 조선말, 朝鮮말) е чосоно (кор. 조선어, 朝鮮語) ят паллӑ пулнӑ, анчах халӗ ӑна Ҫурҫӗр Корейре кӑна усӑ кураҫҫӗ. Кӑнтӑр Корейре (кор. 한국어, 韓國語) е хангунмаль (кор. 한국말, 韓國말) ячӗсене усӑ кураҫҫӗ, тата куго (кор. 국어, 國語, "патшалӑх чӗлхи") ячӗпе паллӑ. Иккӗ ҫӗршывсенче урималь (кор. 우리말, "пирӗн чӗлхе") ятне усӑ кураҫҫӗ.

Корей чӗлхине ҫырнишӗн фонетикӑллӑ ҫырулӑх — хангыль, ӑна ятарлӑ корейлешӗн XV ӗмӗрте тунӑ. Хангыль патӗнче хушни пек — ханча, ку китай иероглифӗсемпе тунӑ ҫырулӑх. Ҫурҫӗр Корейре хангыль кӑна усӑ кураҫҫӗ, Кӑнтӑр Корейре — хангыльпе ханча сарӑлнӑ.

1930 ҫулсенче ССРП-нче латинизаци политикипе корей чӗлхишӗн латин алфавичӗ тунӑ, анчах ӑна усӑ курмаҫҫӗ[2][3]. XV ӗмӗртен пуҫласа XX ӗмӗр таран корейле ҫырнишӗн хутӑш ҫырулӑх — хангыльпе ханча усӑ курнӑ. Сӑмахсен тымарӗсем ханчапа ҫырнӑ, анчах сӑмахӑн улӑштаракан пайӗ — хангыльпе.

Чӗлхе тытӑмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Корейле — агглютинативлӑ чӗлхе, вӑйлатнӑ флективлӗхпе аналицизм. Сӑмахсен йӗрки — субъект-объект-глагол.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Корейский язык // БРЭ. Т.15. М., 2009
  2. ^ Советское языкознание, т.1. Л., 1935
  3. ^ Ким Герман. Рассказы о родном языке. Рассказ 4. Неудавшаяся революция в корейской письменности.
  • Около 150 000 слов // Большой корейско-русский словарь (조로대사전). — Акад. общ. наук КНДР, Ин-т языкознания, Акад. наук СССР, Ин-т востоковедения, Под ред. Л. Б. Никольского и Цой Ден Ху. — М.: Русский язык, 1976. — Т. 2. — Т. 1 : [Киык] — [Сиыт]. — 1976. — 811 с. ; Т. 2 : [Чиыт] — [Ве]. — 1976. — 671 с.
  • Дмитриева Валентина Николаевна Корейский язык: Практический курс. — В. Н. Дмитриева. — М.: МГИМО (У) МИД России, 2008. — С. 254. — 300 экз. — ISBN 978-5-9228-0332-8

Шаблон:Пуё чӗлхисем Шаблон:Корей чӗлхи Шаблон:Корейсем